Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумайранпа курмасӑр пурӑннӑ хушӑра унӑн пичӗ тӗлӗнмелле улшӑннӑ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса кайнӑ, шурӑ тулӑ тӗслӗ мӑйӑхӗсене хачӑпа касса кӗскетнӗ, кӗмӗл евӗр куҫхаршийӗсене хӗвел ӗнтсе янӑ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вут витӗр сиктерсе тухӑп та, ут ҫинчи пӗр тӗке те ӗнтсе ямӑп.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Час-часах снаряд воронкисем, вут-ҫулӑм ӗнтсе, ҫунтарса янӑ ҫаврашкасем, хыпаланса чавнӑ пӗчӗк окопсем тӗл пулаҫҫӗ, — вӗсенче хуп-хура шыв тӑрать.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак тӑвайккинче — ҫул айккисенче — ытлашши пысӑках мар вӗрҫӗнӗ воронкӑсем курӑнаҫҫӗ; йӗри-тавра, тусанланса, лӳчӗркенсе пӗтнӗ шӑрт пек ҫерем ҫинче, ӑҫта пӑхнӑ унта, вут-ҫулӑм ӗнтсе илнӗ типӗ тӑпра муклашкисем выртаҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Маттур кабардинец, хӑш урине малтан ярса пусма пӗлмесӗр, ҫунатланса ҫӳлелле хӑпарса кайма шутланӑ пек, пур урисемпе те харӑс тӗпӗртетсе илчӗ; анчах Лукашка ӑна мӑнтӑр аяккисем тӑрӑх саламатпа пӗрре ӗнтсе илчӗ, унтан тепре, виҫҫӗмӗш хут — вара кабардинец, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса тата хӳрине тӑратса, тулхӑрса, кайри урисем ҫинче тӑпӑртатма пуҫларӗ те казаксен ушкӑнӗнчен темиҫе утӑм чухлӗ уйрӑлчӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах лешӗ, хӗвел ӗнтсе янӑ кӗске хӑрпӑкӗсемпе куҫне хупӑрларӗ те, ҫапла хуравларӗ:Но тот прикрыл глаза короткими, сожженными солнцем ресницами, отвечал:
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑлхана питӗрсе хуни, курми пулни, ҫӳҫе ӗнтсе яни пулать!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗрлехи ҫутӑ ҫине лӗпӗшсем вӗҫсе пынӑ та, ҫурта вучӗпе ҫуначӗсене ӗнтсе, сӗтел ҫине сарнӑ шурӑ ҫивитти ҫине ӳкнӗ.Мотыльки летели со всех сторон на свет и падали, обожженные, на скатерть.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана тархаслатӑп; пушхирти ешӗл кӗтӳлӗхсене вирт ҫунтарса ячӗ, уй-хирти пур йывӑҫа та ҫулӑм ӗнтсе хӑварчӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша хытӑ хистенӗрен кӑмакана шутсӑр вӑйлӑ хӗртсе янӑ, ӗнтӗ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пӑрахакансене ҫав вут-ҫулӑм ӗнтсе ярса вӗлернӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӳтӗм-тирӗм хуралса ларчӗ, шӑммӑм-шаккӑма шӑрӑх ӗнтсе ячӗ.30. Моя кожа почернела на мне, и кости мои обгорели от жара.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑна сӗм-сӗмлӗхпе вилӗм ӗмӗлки хупӑрлатӑр, ӑна хура пӗлӗт карса илтӗр, ӗнтсе яракан шӑрӑхран хӑранӑ пек сехӗрленччӗр унран!5. Да омрачит его тьма и тень смертная, да обложит его туча, да страшатся его, как палящего зноя!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.