Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсем ӗненчӗҫ, Светлана суйса каланине сисеймерӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫынран йӗлпӗрсе кулма юратакансем те тупӑнчӗҫ, вӗсем Михха Анук патне кӗни ӑнсӑртран маррине ӗненчӗҫ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем пурте чӑваш хӗрӗн хӗрӳ сӑмахӗн сӑнлӑхне ӗненчӗҫ пулмалла.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем тем килессе, асамлӑ кун пуласса ӗненчӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мамич-Бердее, Ту енне темӗн чухлӗ сӑтӑр тунӑ этеме, ҫакӑнтах, Атӑл ку енчех ярса илме май пур тенине турхансемпе ҫӗрпӳсем чӑнах та ӗненчӗҫ пулмалла, ҫӗр ҫывӑрмасӑр ялсем тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗҫ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗненчӗҫ, Эльгеев вӗсене сиксе анса пӑхрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мана ӗненчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсем кӗтекен чӑнлӑха пытармарӑм.Мне поверили, потому что я не скрывал той правды, какую они ждали.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах, вӗсем мана ӗненчӗҫ пулас, мӗншӗн тесен эпӗ каласа пӗтерсен, командир куҫӗсене хӗскелеме пӑрахса, Чубук еннелле ҫавӑрӑнса, ӑшшӑн ҫапла каласа хучӗ:
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кредиторсене ҫаратсан, судран ҫӑлӑнса тухсан вӑл хӑйне катӑк ӑслӑ этемккелле тытрӗ; ӑна ӗненчӗҫ.Обокрав кредиторов и избегая суда, он притворился блаженненьким; ему поверили.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Нотариуса хуравланӑ май вӑл шутсӑр чаплӑн та ҫепӗҫҫӗн «ҫапла» терӗ те — унӑн кӑмӑл-туйӑмӗн ытараймилӗхне парӑннӑран чӗннӗ хӑнасемпе кӳнтеленсем Георг Ван-Конета темиҫе минутлӑх ӗненчӗҫ, ӑна, паллах, питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ пулин те.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Матроссем повара ӗненчӗҫ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Тепрехинче вара хам Путилов, Пӑрӑх завочӗсемпе ытти заводсенчи нумай-нумай рабочипе курса калаҫни ҫинчен тата вӗсен шухӑш-кӑмӑлне аван пӗлни ҫинчен каларӑм та, — мана пурте ӗненчӗҫ…
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лашана тытса чарма та, таканлама та май ҫуккине вӗсем хӑйсемех курса ӗненчӗҫ вӗт-ха.Ведь они сами убедились, что эту лошадь подковать невозможно.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ли Гуй-юна ӗненчӗҫ!
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Братишка сӑмахӗсене ӗненчӗҫ те Чжан Цинь-сяна союзран кӑларма йышӑнчӗҫ.Братишке поверили на слово и постановили исключить Чжан Цзин-сяна из союза.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Апла сана ӗненчӗҫ пулать.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вара бандитсем эпӗ — тухтӑрне, Зыков — манӑн адъютант иккенне чӑнласах ӗненчӗҫ.Ну, тут уж бандиты совсем поверили, что я доктор, а Зыков мой адъютант.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Анчах ун ҫине тинкерсе — чун ӑшнелле пӑхнӑ пек — пӑхсан ӑна ӗненчӗҫ те, строя ячӗҫ.И, внимательно поглядев на него — так, словно в душу глянули, — поверили и направили в строй.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл нумайччен вӗриленсе калаҫрӗ, вара ӑна каллех ӗненчӗҫ те, ун хыҫҫӑн кайрӗҫ.Он говорил много и горячо, и ему опять поверили, и пошли за ним.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Малалла, малалла пурте пулать! — тесе ӗнентерчӗ те вӑл, халь ӑна пурте ӗненчӗҫ.— Дальше, дальше все будет! — убеждал он, и все теперь верили ему.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.