Шырав
Шырав ĕçĕ:
Виҫҫӗшӗн хальхи калаҫӑвӗнче — шалти типӗ ахӑлтату, пӗтӗм ҫӳллӗшӗпе; мӗн тӗлӗнтереет тата кӑсӑклӑхпа ҫавӑрса тыткӑнлаять — ҫавна кӑштах айванла ӗненни; анчах Стиль ун пирки шӳтленине тӗшмӗртмест.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Энниока лайӑхрах курмашкӑн пӗкӗрӗлсе — Гнор шыв хӗрринчех тӑрать, ӗненет те, ӗненмест те; ӗненни ӑна ӑссӑрла туйӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл, мӑйӑр хуппи ӑшӗнчи типсе кайнӑ тӗшӗ пекскер, кресло ҫинче ларать, вӑл хӑй сӑмахӗн чӑнлӑхне ӗненни паллӑ.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Полици турра ӗненни, тепре каласан, революцишӗн начар та мар.В сущности, для революции неплохо, что полиция в бога верует.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫакна ӗненни Алехӑна ҫӗнтерчӗ, ӑна Виктор Николаевич панӑ сӗнӳпе килӗшме хӗтӗртрӗ.Эта уверенность и покорила Алеху, побудила его согласиться на предложение Виктора Николаевичи.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Купецсем, пурте пӗр кӑмӑлпа, аллисене сарлака сӗлте-сӗлте, кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес палли хывнӑ, пурин сӑн-пичӗ ҫинче те пӗр туйӑм пулнӑ, вӑл — кӗллӗн хӑватне ӗненни…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл старикӗн ҫылӑх ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене аса илнӗ, старик туррӑн ырӑ кӑмӑлне ӗненни ҫинчен шухӑшланӑ, ҫакна пула Щурова хисеплес туйӑм сиксе тухнӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире инкек пулсассӑн, кашнийӗнчех ҫӳлти вӑйсене ӗненни усӑллӑ, ҫав ӗненӳре кӑмӑла хӑпартмалли вӑй тупни тата лӑпланмалли май тупни усӑллӑ!
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пурӑнни, кӗтни, ӗненни, ав, шанни — кӗтни-ӗненнипех, шаннипе-ҫемҫелменнипех, йӑшманнипех юлчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫав пӗрре хӑнӑхнӑ пирки ӗненни вӑл — пирӗн пурӑнӑҫри чи хурлӑхлӑрах сиенлӗрех явленисенчен пӗри пулать; тӗнӗн ҫав облаҫӗнче, чул стена мӗлкинчи пек, ҫӗрни пурте хуллен, пӑсӑкӑн ӳсет, ӳссе пӑсӑк сӗткенлӗ пулать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав пурӑнӑҫ учителӗсенче мӗн лайӑх маррисем пуррине пӗтӗмпех манаттӑм, вӗсем лӑпкӑн пит ҫирӗп тӑнине ҫеҫ туяттӑм, ҫавӑн хыҫӗнче учительсем хӑйсен чӑнлӑхне ним иккӗленмесӗр ӗненни, чӑнлӑхшӑн пур асапа та тӳсме хатӗр пулни пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ мана.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку тавракурӑмӑн тупсӑмӗ — этем тӗллевӗ вӑл хӑйне хӑй тыткаламалли йӗркесене лайӑхлатса пырасси пулнине, ҫакна яланах тата ҫӑмӑллӑн тума май пуррине ҫирӗппӗн ӗненни.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӗрӗс-и, ҫук-и, эпӗ пӗлместӗп, анчах ку шухӑшпа мансӑр пуҫне никам та килӗшесшӗн мар; эпӗ хам ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслине ҫирӗппӗн ӗненетӗп тата эсир ҫакна ӗненни пирки те иккӗленместӗп.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хама хам юратни, — терӗм эпӗ, — хам мӗнпур ҫынсенчен лайӑхраххине тата ӑслӑраххине ҫирӗппӗн ӗненни пулать.— Самолюбие, — сказал я, — есть убеждение в том, что я лучше и умнее всех людей.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этем тӗллевӗсемпе туртӑмӗсене унӑн сӑн-пичӗ чухлӗ урӑх нимӗн те татӑклӑн палӑртаймасть, тата кунта сӑн-пит хӑй те мар, вӑл хитре пулнине ӗненни пысӑк вырӑн йышӑнать.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӗрлӗ йышши йӑпанусемпе савӑнса пурӑннӑ, ҫавна пула хӑй мӗне ҫирӗп ӗненни пирки шутлама вӑхӑчӗ тупӑнман, ахаль те унӑн пурнӑҫӗ телейлӗ пулнӑ та, унашкал шухӑшсем ӑна кирлех те пулман.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнле шанчӑксем, мӗн тери ӗненни!
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тӗлӗнни, хӑрани, шанманни, пӗлесшӗн пулни, ӗненни — пӗтӗмпех хутӑшса кайрӗ.Изумление, страх, недоверие, любопытство, надежда — все смешалось.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халӗ эпӗ ҫӗнӗ ҫынсемпе, ҫӗнӗ учительсемпе тӗл пултӑм та куртӑм: вӗсем пачах расна ҫынсем, характерӗсем те пӗр пек мар вӗсен, анчах ачасем ҫине мӗнлерех пӑхас енпе вӗсен чи кирли, пӗр пекки пур — хисеплени, шанни, ҫирӗппӗн ӗненни: кашнинче хӑйӗн чунӗ, тӗшши пулма тивӗҫ.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн ӗненни те, савӑнни те пулнӑ, кунпа пӗрлех эпӗ хама йывӑр пулнине те ӑнланнӑ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.