Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр.4. А вы, когда имеете житейские тяжбы, поставляете своими судьями ничего не значащих в церкви.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, 24. пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр; 25. Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23. пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24. Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй савнӑ тӑванӑм! эсӗ тӑвансемшӗн, иртен-ҫӳреншӗн ху Христоса ӗненнипе ырӑлӑх тӑватӑн; 6. вӗсем эсӗ мӗнле юратни ҫинчен ӗненекенсем умӗнче каласа кӑтартрӗҫ.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн каякансене эпӗ вӗлересле хӗсӗрлерӗм, арҫыннине те, хӗрарӑмне те ҫыха-ҫыха тӗрмене хуптартӑм, 5. ҫакӑн ҫинчен аслӑ священник та, мӗнпур аслӑ ҫынсем те каласа парӗҫ; эпӗ вӗсенчен Дамаскра пурӑнакан ӗненекенсем патне кайма ҫырусем те илтӗм, эпӗ унта ҫав ҫынсене тимӗрлесе Иерусалима тытса килсе асаплантарас тесе кайрӑм.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӗненекенсем нумайӑшӗ пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пытармасӑр, уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ.18. Многие же из уверовавших приходили, исповедуя и открывая дела свои.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: 46. ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ӗненекенсем йышлӑ пулсан та, вӗсен пӗр чӗрепе пӗр чун пулнӑ; никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ӗненекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗн пуррийӗ те вӗсен йӑлтах пӗрле пулнӑ: 45. кил-ҫуртне, пурлӑхне сутса, вӗсем кама мӗн кирлӗ таран валеҫсе тӑнӑ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана анчах пӑрахмалла хирти курӑка та Турӑ ҫапла тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавна пӗлсе Иисус вӗсене каланӑ: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?8. Уразумев то, Иисус сказал им: что помышляете в себе, маловерные, что хлебов не взяли?
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вӗсене ҫапла калать: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ? тет.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ииуй вара Ионадавпа, Рихав ывӑлӗпе, Ваал ҫуртне кӗнӗ те Ваал апӑсӗсене каланӑ: лайӑх, тимлӗ пӑхса ҫаврӑнӑр-ха, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапакансенчен кам та пулин ҫук-и — кунта Ваала ӗненекенсем ҫеҫ пулма тивӗҫ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ тӗн тата наци диаспорисен представителӗсене тав тӑватӑп, вӗсем тӗрлӗ наци ҫыннисем тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсем хушшинче пӗр-пӗрне хисеплеме, пӗртан диалога тӗп вырӑна хума кирлине шута илекен хутлӑх йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945