Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑҫталла the word is in our database.
ӑҫталла (тĕпĕ: ӑҫталла) more information about the word form can be found here.
— Пӗр енчен, ӳпре-шӑна чӗрӗлле ҫисе ярать вӗсене, тепӗр енчен — ӑҫталла кайсан та вӑрман, шурлӑх, тискер кайӑк.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн урамӗсем ӑҫтан ӑҫталла кайнине те, аслӑ ҫулӗ хӑш урампа иртнине те тӳрех пӗлме хӗн.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ӑҫталла ертсе каять вӑл пире?»

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кум, ӑҫталла каяссине пӗлмесен те пырӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫталла? — хӑвӑртрах пӗлес килнипе ыйтрӗ Ваҫли.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫталла? — яланхи пекех интересленчӗ лешӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем ӑҫталла — эпӗ те унталла пек килсе тухрӗ…

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрачана йӑтӑттӑм та ӑҫталла куҫ курать ҫавӑнталла тухса кайӑттӑм.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗреслӗ ҫултан ӑҫталла пӑрӑнса утмаллине пӗлмесӗр вӑл пӗр ват ҫынран пырса ыйтрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эсир ӑҫталла?

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Ӑҫталла уттарӗҫ-ши мана тата мӗншӗн пӗччен ҫеҫ-ха эпӗ?» — вӗлтлетсе иртрӗ пуҫра ыйту.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑш чухне кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче пулас пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, Алексейран вырнаҫтарнӑ вӑл е ку пӑрӑх мӗн тума кирлине тата ӑҫталла кайнине, тимӗр будка алӑкӗ ҫине мӗншӗн скелет ӳкерсе хунине ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑҫталла ҫул тытатӑн, чиперкке? — ыйтрӗ сарлака хулпуҫҫиллӗ, сӑра хура мӑйӑхлӑ, хӗртен тӑватӑ-пилӗк сул аслӑрах курӑнакан каччӑ автомобиль алӑкне уҫса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑҫталла ҫул тытатӑн? — ыйтнӑ унран карчӑк.

Help to translate

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Юлташӗ ӑҫталла кукӑртнине туйрӗ Раман, ҫавӑнпа ӑна чарчӗ:

Help to translate

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑҫталла ҫул тытатӑн, ентешӗм?

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй вара ӑҫталла тармаллине чухласа илеймесӗр ун-кун чупкалать.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫинче Мускавран чугунҫулсем ӑҫталла кайнине пӑхӑр: Ленинградпа Мурманска ӑҫтан кайнине, Минска, Архангельска, Киевпа Одессӑна.

Проследите по физической карте СССР железные дороги из Москвы: в Ленинград — Мурманск, в Минск, в Архангельск, о Киев — Одессу,

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кирек ӑҫталла пӑх — пур ҫӗрте те вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман склачӗсем: тачка пӗренесене темӗн пысӑкӑш купасем туса купаласа хунӑ, хӑмасене ҫӳллӗ купала-купала лартнӑ, тӑррине ҫӑмӑл ҫивиттисем витнӗ.

Куда ни взглянешь — всюду бесконечные лесные склады: толстые бревна сложены огромными штабелями, распиленные доски лежат высокими строениями, прикрытые легкими крышами.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсаллӑ тилӗ хӑш тӗле пытанса ларнине те пӗлет, пӗчӗк чее юс ӑҫталла кайнине те йӗрсем тарӑх пӑхса курать, ним шухӑшсӑр пакша ӑҫта сиккелесе ҫӳренине те илтет…

Знает он, где кроется остромордая лисица, видит по следам, куда прошел маленький хитрый горностай, слышит, где прыгает беззаботная белка…

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed