Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшша (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пиҫнӗ пуль ӑшша.

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта, картунта, пӳрте ӑшӑтас тесен, пайтах вӑй хумалла: пӗрре вутӑ касса ӑшша пиҫет этем, тепре — татса, ҫурса, унтан тин тапса тухать кӑмака ӑшши.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч, ӑшша пиҫнӗскер, утар пӳрчӗ умӗпе иртсе кайма шутлать, мӗншӗн тесен унтан хире ҫитиех тӳп-тӳрӗ ҫул тӑсӑлса выртать, анчах та вырӑнтан тапранма ӗлкӗреймест, таҫта мал енче лаша хаяррӑн тулхӑрни илтӗнет.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтра Иван Кузьмич та темӗнле тӗлӗнмелле ӑшша туйрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сиккимӑн айлӑмӗсемпе тӳрем ҫӗрӗсенчм ҫуртсене ытларах енӗпе бамбукран тунӑ, кизякпа хупласа тухнӑ, ҫакӑ ӑшша лайӑх упрать.

Большинство домов в долинах и равнинных областях Сиккима сделаны из бамбука и обложены кизяком, что обеспечивает сохранение тепла.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Анук турӑ ятне асӑнса аллине ун ҫамки ҫине хучӗ, ӑшша туйрӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сивӗрен ӑшша кӗрсен ай лайӑх-ҫке!..

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ку — ӑшша вара, — йӗри-тавралла ҫаврӑнса, пӑхрӗ Хӗветӗр.

Help to translate

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан йывӑҫ кучӗсене юртан тасатса ӑшша пиҫеҫҫӗ, унтан касса, турат иртсе сивве хӑвалаҫҫӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑшша пиҫнӗ хӗрпе каччӑ шӑвӑшлӑхран шапӑртатса юхакан ҫумӑр шывӗпе пичӗсене ҫурӗҫ.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн пайӑркисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑшша сахал параҫҫӗ.

Лучи его падают косо и очень слабо греют.

Сивӗ тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Капла та ӑшша пиҫрӗ вӑл.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укахви хӗрсе ҫунакан вучах умӗнче ӑшша пиҫрӗ те кантӑк умне пычӗ, вара пӗр тапхӑр урамалла пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑй, ӑшша пиҫсе, хӗрелнӗ, ывӑнни сисӗнет.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑнпа та ӑшша пиҫичченех, чупрӗ вӑл ун хыҫҫӑн, ӑна темле те илӗртсе чӗнчӗ, хатӑрса та пӑхрӗ, анчах тыттармарӗ Бианка, ҫывӑха ямарӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫав ӑшша тупма вара нихҫан та ансат мар.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫырса кӑтартнӑ меслет, фотон нанорезонаторӗпе ҫутӑ модуляторне пӗрле ҫыхӑнтараканскер, экситонсене тытса пыма май парать кӑна мар, наноэкситонлӑ транзистор ҫавӑн пекех ӑшша нумаях ҫухатмасӑр ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе калӑпӑшлӑ даннӑйсемпе ӗҫлеме пултарать.

Так, описанная методика, сочетающая фотонный нанорезонатор с пространственным модулятором света, не только позволяет обратимо управлять экситонами, но также наноэкситонный транзистор способен осуществлять обработку больших массивов данных со скоростью света при минимуме потерь тепла.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать.

Международная группа российско-корейских специалистов совместными усилиями сумела создать инновационный транзистор, который не страдает от ограничений ныне существующих аналогов и способен осуществлять передачу сигнала на сверхбыстрых скоростях при минимальных теплопотерях, о чем гласит публикация в ACS Nano.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

— Туятӑп, ӑшша ӑна кирек кам та туять, — тесе Мирун пичче ывӑлӗ еннелле тайӑлчӗ.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Вӑл ҫап-ҫамрӑк мар, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, хырӑмӗ те кӑштах палӑрать, кунсӑр пуҫне алра чӑматан тата, ҫавна май Моляков перекет кассин ҫурчӗ тӗлне ҫитиччен тарламах, ӑшша пиҫмех ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed