Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешсем вара, ҫутҫанталӑк хӑйсене ҫапла ҫуратса янипе, этемрен ӑссӑртарах ҫав, сунарҫӑ хӑйсене инкек патне юри илӗртсе кӑларнине сисмерӗҫ; ҫитменнине, ҫемьере иккӗшӗ хӑравҫӑ пулчӗҫ тата…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ачине Ванькка ахалех ӑссӑртарах вырӑнне хунӑ, лешӗ хӑйӗн ӗҫне аван пӗлни курӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кунтан ӑссӑртарах япала нимӗн те шухӑшласа кӑларма май пулман пулсан та, эпӗ Березовая полянӑна ҫити ҫуранах кайма та хатӗрччӗ.Я готов был отправиться до Березовой пешком, хотя бессмысленней ничего и придумать было нельзя.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак ӑнӑҫсӑрлӑх хыҫҫӑн каҫхине ҫывӑраймасӑр выртса, вӑл халӗ тата хӑюллӑрах та ӑссӑртарах плансем шухӑшласа кӑларнӑ.Ещё более смелые и безумные планы придумывал он теперь, лёжа ночью без сна.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пӗр-пӗр ӑссӑртарах тӑм писмен илтет те ак, хӑйне хӑй те хисеплеми пулать, вара… —Послушает иная дура такую антимонию, да так ей станет жалко саму себя, что… —
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Енчен те эсӗ ученӑя тухнӑ хыҫҫӑн, тур ан хуштӑр та ун пек пулма, ҫынсене, вӗсем санран ӑссӑртарах тесе, юратма пӑрахатӑн пулсан, инкек вара сана, инкек!
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫакӑн пек характерлӑ тата ӑссӑртарах ҫынсем ним туймасӑр пурӑнакан флегматиксем пекех вӗсем.Люди очень слабого ума с таким направлением характера бывают флегматичны до бесчувственности.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
5. Пуҫӑмри шухӑшсене сирсе ярса, эпӗ ҫак хӗрарӑма ҫилленсе кайса каларӑм: 6. эй мӗнпур арӑмран ӑссӑртарах арӑм! курмастӑн-им пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ асапа?
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн халӑхна пусмӑрлакан тӑшмансем — пуринчен те ӑссӑртарах, тӑнсӑр, вӗсем кӑкӑр ачи чунӗнчен те хавшакрах: 15. вӗсем суя тӗн йӗрӗхӗсене пурне те турӑ тесе пуҫҫапнӑ, лешӗсен вара курма куҫӗ те ҫук, сывлама — сӑмса шӑтӑкӗ те, илтме — хӑлхи те, хыпашлама пӳрнисем те ҫук, урисем те утма юрӑхсӑр.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1