Шырав
Шырав ĕçĕ:
ӑнланиччен (тĕпĕ: ӑнлан) more information about the word form can be found here.
Манӑн пуҫ мимине ухӑ йӗпписен пӗр харӑс перӗвӗлле ыткӑннӑ тӗлӗнмелле ҫак сӑмахсене тепӗр хут вуличчен тата ӑнланиччен икӗ хутчен сывлӑш ҫавӑрса ятӑм.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӑшал пускӑчӗ пемесӗр шаклатсан этем темиҫе самант пуля тухса каятех пуль тесе кӗтет — туллин ӑнланиччен; шалти шутлав халӗ нервсене пӗр вӑхӑт шӑпах ҫапла тӑрмалать, кӑштахран — шӑв-шав, кулӑ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ ӑна вӑл чӑн-чӑн паттӑрлӑх, ӗҫсене харпӑр тӗллӗн шухӑшласа туни мӗне пӗлтернине ӑнланиччен тата нумай юрӑхсӑр япаласем пулса иртесси ҫинчен калама пултарнӑ.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл унӑн пысӑк сӑмахне ӑнланиччен, салтакӑн нумай хут каламалла пулчӗ:Так что солдату пришлось много раз повторить, прежде чем он понял искаженные слова:
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӗр наука кӑна ҫын пурнӑҫне юсама пултарнине ӑнланиччен эпӗ хам та ҫакӑн пек хутсемпе аппаланаттӑм, мӗн ҫырнине ӗненеттӗм.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Страницăсем:
- 1