Шырав
Шырав ĕçĕ:
Танкистсене ӑмсанать пулин те, Казаков вӗсем малалла ҫавӑн пек хӑвӑрт куҫса пынӑшӑн пӗтӗм чӗререн савӑнать.Казаков, завидуя танкистам, был, однако, искренне доволен тем, что они так быстро двигались вперед.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шухӑшлӑр-ха, епле мӗскӗн пӑхать вал хӑй ҫине ишӗлсе анасшӑн пулман таврари тусем ҫине, ӑна хупласа хурасшӑн пулман чулсем ҫине, вӑл йӗкехӳресене те ӑмсанать, мӗншӗн тесен вӗсем шӑтӑка кӗрсе, унта пытанма пултараҫҫӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кӗрӳшӗ ӑна та кӑмӑла каять, унпа хаваслӑ, кӑмӑла йывӑрлатакан нумай япаласене манса каятӑн; Яков ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне те ӑмсанать, анчах та вӑл ӑна темле тӗлӗнмелле шанманнине туять: ку ҫын нумайлӑха мар, ыранччен пурӑнмалӑх кӑна килнӗн туйӑнать, ыран вара хӑй актер е парикмахер пулни ҫинчен пӗлтерет е хӑй кунта епле килсе кӗнӗ, ҫавӑн пекех сасартӑк куҫран ҫухалать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пуҫӗ мухмӑрпа пӑтранса тӑнине тата лӗнчӗркесе ҫитнӗ кӗлетки ывӑннине туйнӑ вӑхӑтрах, шӑллӗне сӑнаса, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче тепӗр кӑткӑс туйӑм ӳссе пынине сисрӗ: вӑл шӑллӗне пӗр вӑхӑтрах ӑмсанать те хисеплет те; унран вӑрттӑн тӑрӑхлани те, ӑна курайманни те пур.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах, тепӗр тесен Воропаевӑн ӗлӗк ури те, кӑкӑр кӑшкарӗ те тӗрӗс-тӗкел, ӳпки те сывӑ пулнӑ, ҫав ӗлӗкхи Воропаева вӑл халь ӑмсанать, мӗншӗн тесен вӑл текех нихҫан та ун пек пулма пултараймасть!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Нумай чухне вӑл айванла сӳтсе явкалать, анчах Андрей, Валерие чӑнласах юратма тытӑннӑскер, унпа час-часах килӗшмест пулин те, унӑн ӑс-хакӑлне ӑмсанать, Валерий хӑйӗнчен маларах тӑнине яланах тӳрӗ кӑмӑлпа йышӑнать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Вӑл Кольӑна ӑмсанать, куна эпир пурте курнӑ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Эпир урӑххине ҫеҫ аван пӗлетпӗр: акӑ ӗнтӗ, тӑватӑ ҫула яхӑн Мускав ачи-пӑчи ҫак ҫурта лекесшӗн ӑмсанать.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Суйкка та ӑмсанать мана.
Улттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Ҫынсем ӑна вӑл хӑйне сасартӑк кӑмӑл ҫӗкленнинчен тытса чарнишӗн, кирлӗ йӗрке чиккинчен иртмесӗр тӑма пӗлнӗшӗн, ӑс-тӑнпа ҫирӗп пулнӑшӑн ӳпкелеҫҫӗ те ҫийӗнчех каҫараҫҫӗ; тепӗр чухне кам ха пулин пӗтӗм вӑйран вирхӗнсе пырса, лачакана кӗрсе ӳксен, хӑйӗнне те, тепринне те пурнӑҫне тӗп тусан, Штольца ӑмсанать те, унран тӗлӗнет те.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мускаври Хӗрлӗ лапамри Ӗмӗр ҫунакан вут патӗнче е Кремль хапхи умӗнче салтаксем караул тӑнине нумай-нумай ҫын курса ӑмсанать, мӑнаҫланать...
Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
30. Кам ҫын ҫӑкӑрне ӑмсанать, ҫавӑн пурӑнӑҫӗ те пурӑнӑҫ мар: ҫын ҫӑкӑрне ҫисе, вӑл чунне мӗскӗнлетет; 31. чипер ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын, йӗркеллӗ ҫын ҫавӑн пек пуласран сыхланать.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2