Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑмӑртусенче (тĕпĕ: ӑмӑрту) more information about the word form can be found here.
Арҫынсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче, конкурссенче вӑй виҫнӗ.

Help to translate

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Аслӑ классенче вӗреннӗ чухне вӑл районти ӑмӑртусенче шкул чысне спортӑн темиҫе енӗпе хӳтӗлетчӗ.

Help to translate

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Трак тӑрӑхӗн спортсменӗсем (ирӗклӗ майпа кӗрешекен Галина Дуйсембаева, хӑвӑрт утакан Оксана Хайбуллина, Пикшик шкулӗнче вӗренекен, 1500, 3000 метра чупакан Данил Данилов) тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче мала тухса, пуҫласа Раҫҫейри шкул ачисен анчахрах Пензӑра иртнӗ финалти ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнчӗҫ.

Спортсмены Траковского района (Галина Дуйсембаева по вольной борьбе, Оксана Хайбуллина по быстрой ходьбе, ученик Бикшикской школы Данил Данилов, бегун на 1500, 3000 метров ) победив в соревнованиях различного вида смогли принять участие на прошедшем недавно в Пензе финале для российских школьников.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗ Л. Кузьмина тата ирӗклӗ майпа кӗрешессипе спорт мастерӗн кандидачӗ О. Дуйсембаева кӑҫал пуҫласа тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче хӑйсен вӑйне тӗрӗслерӗҫ.

Впервые проводимых в этом году на мировом уровне соревнованиях попробовали свои силы мастер спорта по легкой атлетике Л. Кузьмина и мастер в кандидаты спорта пол вольной борьбе О. Дуйсембаева.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Раҫҫей чемпионачӗпе ҫӗр-шывра мала тухассишӗн пынӑ ӑмӑртусенче пирӗн спортсменсем — В. И. Перепелкинпа О. А. Дуйсембаева, Л. Ю. Кузьмина — виҫӗ пӗрремӗш, О.Хайбуллина, О. Дуйсембаева, Л. Кузьмина — тӑватӑ виҫҫӗмӗш, Атӑл ҫи федераллӑ округ шайӗнчи ӑмӑртусенче ултӑ пӗрремӗш, пиллӗк — иккӗмӗш, пиллӗк — виҫҫӗмӗш, республика чемпионачӗсенче 21 — пӗрремӗш, 28 — иккӗмӗш, 18 виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

На чемпионате России и в соревнованиях по первенству по стране наши спортсмены — В. И. Перепелкина, О. А. Дуйсембаева, Л. Ю. Кузьмина — три первых, О. Хайбуллина, О. Дуйсембаева, Л.Кузьмина — четыре третьих, на состязаниях уровня Приволжского федерального округа шесть первых, пять — вторых, пять — третьих, на чемпионатах республики 21 — первых, 28 — вторых и 18 — третьих мест завоевали.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Уявӑн иккӗмӗш пайне ӗнерхи моряксем спорта халалланӑ, Комсомольски вӑрманӗ хӗрринче тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшнӑ.

Help to translate

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри ӑмӑртусенче пирӗн район боксерӗсемпе ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем тата йӗлтӗрҫӗсем ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Пӗрремӗшӗнчен, унӑн вӗренекенӗсем республика шайӗнчи ӑмӑртусенче чылай чухне малта пыраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, А.А.Чугуров хӑй те, виҫӗмҫул иртнӗ «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» республика конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ; виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗрентекен хӑй предметне чунтан парӑнни куҫкӗрет.

Help to translate

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Унта хутшӑнас тӗллевпе эпир кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлетпӗр, ӑмӑртусенче хамӑр ӑсталӑха туптатпӑр.

Чтобы принять участие там, мы день и ночь работаем, на соревнованиях оттачиваем свое мастерство.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫамрӑк пограничниксем хускануллӑ ӑмӑртусенче те, ӑс-тӑн тупӑшӑвӗсенче те маттур.

Молодые пограничники молодцы и в подвижных соревнованиях, и в интеллектуальных рингах.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Унтан «Орленокри» ӑмӑртусенче вӑй виҫнӗ.

После принимал участие на соревнованиях в "Орлёнке".

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ахальтен мар чӑваш пикисем спортпа туслӑ, тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртусенче малтисен ретӗнче.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ ӑмӑртусенче шкул ачисен ывӑнни сисӗнмерӗ.

Help to translate

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Тӗллев - ӑмӑртусенче ҫӗнтересси.

Цель - побеждать на соревнованиях.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унӑн ӑратлӑ рысакӗсем чи сумлӑ ӑмӑртусенче мала тухнӑ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫӗршыв, тӗнче анлӑшӗпе йӗркелекен ӑмӑртусенче те ҫӗнтереҫҫӗ, вӗсем те грантсене тивӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗн Атикасси шкулӗнче вӗренекен Эльвира Ильина, Анастасия Семенова тата Мария Тимешкова (вӗрентекенӗ - Светлана Петрейкина) зонӑри ӑмӑртусенче 2-4-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Республика Кубокӗшӗн // А.НИКИТИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫав тапхӑртанах пӗрле: училищӗре, институтра, ӑмӑртусенче, тренировкӑсенче...

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗн ентешсем тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче 114 медаль ҫӗнсе илчӗҫ.

Help to translate

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Санарпуҫ шкулӗн вӗренекенӗсем хуларисенчен нихӑш енӗпе те кая мар: республика шайӗнчи предмет олимпиадисенчен те тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнса таврӑнаҫҫӗ, ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартупа савӑнтараҫҫӗ.

Ученики младших классов школы в Санарпоси ничем не хуже городских: с предметных олимпиад республиканского уровня возвращаются занимая достойные места, и на соревнованиях радуют хорошим результатом.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed