Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑйӑра (тĕпĕ: ӑйӑр) more information about the word form can be found here.
Малтанхи хӑва тӗмӗсенчен иртсенех тем пулчӗ ӑйӑра: те тункатаран, те урӑх япаларан хӑрарӗ — сасартӑк унталла-кунталла тапса сикрӗ, ҫуна лешенккине шатӑрах хуҫса, лавҫине ҫуна тӗпӗнчен кӑларса ывӑтса, хурӑн тункатине пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турта хушшине — чи чаплӑ ӑйӑра.

Help to translate

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Меркури ирех тӑрантас шырама кайрӗ-ха, «Айгир» ӑйӑра паян никама та тытма хушман.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

– Ыран ӑйӑра йӗнерлемелле-ха, тӑнламасть вӑл мана, – тенӗ пӗри.

– Нужно завтра жеребца оседлать, не слушается он меня, – говорит один.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Вӑл ӑйӑршӑн вӑрӑра Аптранипе ҫӳренӗ, Еркинейрен ӑйӑра Каллех алла лектернӗ.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ну, ҫавӑн вырӑнне тесе вара ӑйӑра илсе тухса кайрӗҫ.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑйӑра Хусана кайса сутасшӑнччӗ те, ытла та юратнипе, пултараймарӑм.

Help to translate

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑйӑра ҫула кӳлменни чылай пулатчӗ.

Help to translate

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван ӑйӑра Паласкас енне тытрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарӗ вӑл Шаккур ӑҫтарах пурӑннине пӗлменнипе ҫапла хушнине тавҫӑраймарӗ, йӑпӑр-япӑр ларкӑч ҫине кайса ларчӗ те, тилхепене хӑй аллине илсе, ӑйӑра тепӗр урамалла пӑрчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрмантан вӑл улма чӑпар ӑйӑра ташлаттарса тухрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ун ҫине пӑхмарӗ те, туйипе кӑнтарса ӑйӑра пуҫӗнчен тытнӑ тутара айккинелле пӑрӑнма, Ивана малалла кайма хушрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑвӑр икшер лаша нлнисӗр пуҫне ман валли суйласа хунӑ ӑйӑра та кӑкарса кайӑр.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтӳ пуҫӗ пулас чӑрсӑр ӑйӑра ҫамрӑклах кастарса янӑ та, пӗтӗм савӑнӑҫӗ те халь ун ӗҫ кӑна.

Выхолощенному еще жеребенком, ему вместо того, чтобы стать вожаком табуна, досталась одна радость — работа.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтер вилсен те арканман Ун пысӑк ҫуртӗнче йӗркелӗх: Картишӗнче ялан тирпейлӗ, — Кил-йышӗ ӗҫсӗрех ларман, — Пусне-хирне акса хӑварнӑ, Выртман-мӗн ҫумланса йӑран, Ҫитернӗ выльӑхне, шӑварнӑ, Сыватнӑ ҫамрӑк ӑйӑра.

Help to translate

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь туртса илеймесен ӑйӑра памасть вӑл пире.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑваласан та тытма ҫук ӑна, куртӑн пуль, вӑл пирӗн ӑйӑра утланнӑччӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ӑйӑра утланса часрах килелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл чи малтан Ахтупайне, унтан Иштерекпе Пикпавне чӗп-чӗр юн тумалла, ҫыхса пӑрахса вырӑнтан хускалайми пуличчен, тархасласа каҫару ыйтиччен ислетмелле, юлашкинчен витине чӑл-пар аркатса ӑйӑра утланса тухмалла.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чун сисет: ырӑпа пӗтес ҫук ӗнтӗ ку харкашу, каҫарас ҫук вӑл ӑйӑра хӑй картишӗнчен илсе тухнӑшӑн…

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed