Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремелли (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Аркашпа иксӗмӗр ҫуран ҫӳремелли ансӑр сукмакпа улӑхалла антӑмӑр, ял еннелле васкамасӑр утрӑмӑр.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Шоферӗсем те час-часах ҫул ҫинче ҫӳремелли правилӑсене сӗмсӗррӗн пӑсаҫҫӗ, ҫуран ҫыннисем те ку тӗлӗшпе ҫылӑхсӑр мар…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Машинӑсем ҫӳремелли ҫулсем электрица ҫутинче тӗллӗн-тӗллӗн йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнекен тӗкӗре аса илтереҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Леспромхозра ӗҫлесе пуҫтарнӑ шӑтӑркка хутӑн ытларахӑш пайӗпе тӗксӗм кӑвак вельветран ҫӗленӗ куртка, хура брюки (халӗ шӑпах вӑл ҫав ҫи-пуҫпа) тата ал сехечӗпе улӑм шляпа (пӗве кӗнӗ ҫамрӑкӑн туҫланса, янкӑсланса, шуххӑн, юпахланса ҫӳремелли япалисем!) туяннӑччӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн суккӑр такалла, куркуҫла е шӑши кӗтилле выляса ҫӳремелли пур кунта?..

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл арҫынла кастарнӑ тӗксӗмрех хӗрлӗ ҫӳҫне кӗсьере чиксе ҫӳремелли пуҫтурипе тураса якатрӗ.

Карманным гребешком расчесала по-мужски подстриженные темнорыжие вьющиеся волосы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, дормиторта питӗ шӑп: вӗренекенсем ҫупа вараланса пӗтнӗ, ӗҫе ҫӳремелли тумтирӗсене хывман та, вӗсемпех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ.

В дормиторе действительно царила тишина: ученики валялись на койках в чем были на работе, не сняв засаленной одежды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Халь сӑра ӗҫсе ҫӳремелли вӑхӑт мар.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир ашшӗпе калаҫнӑ хушӑра хуралҫӑ ыран валли вӑрманта ҫӳремелли план та туса хатӗрленӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хурӑнташ тивмен е кӳршӗ-кӳпе мар киле ҫӳремелли йӑлара ҫуккипе ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫураннисем пурте вӑрманти тарӑн юр ҫинче ҫӳремелли сарлӑка йӗлтӗр сырнӑ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял ҫӗрӗ чакса та чакса пырать ав, кӑҫал выльӑх ҫӳремелли вырӑнсене те, хурт-хӑмӑр усрамалли тата сунара ҫӳремелли вӑрмансене те туртса илеҫҫӗ тет.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрамалла мар унран: ҫӳремелли йӗркене те пӗлет, мотоцикла ҫулӑн сылтӑм енӗпе тытса пырать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӗреннине, эдак-и так, йӑтса ҫӳремелли япала мар, тенӗ.

Help to translate

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аптраса ҫӳремелли тупӑнсах тӑрать санӑн, — терӗ атте.

Help to translate

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗслӗх вырӑнӗнче - Шупашкарти аэровокзалӑн пӗлтӗр пуҫарнӑ анлӑ реконструкцийӗ, ҫӗнӗ Раҫҫей историйӗнче пуҫласа регионсен хушшинчи «Валдай-45Р» карапсемпе ҫынсене илсе ҫӳремелли маршрутсене хута яни.

Примером является востребованная масштабная реконструкция аэровокзала в Чебоксарах, к которой мы приступили в прошлом году, а также запуск совершенно нового в истории новой России межрегиональных маршрутов речных перевозок на судах «Валдай-45Р».

Олег Николаев транспорт ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/20/ole ... ika-transp

Хӗвеланӑҫ пуҫӗнчи — ҫынсем ҫӳремелли терӗҫ.

Через западную входят люди.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Луччӑ ҫынсене пӗлтерсе ҫӳремелли пулмасть.

— Не надо будет нарочно оповещать людей.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑх ҫӳремелли вырӑнсем хулара татах та пур: хупах, чиркӳ.

Есть, конечно, в городе и другие места, куда идут люди, к примеру, церкви, кабаки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed