Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ыррр!.. — ҫӗҫҫисене ялкӑштарчӗҫ крючниксем.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӗҫҫисене кӑларса, халь чиксе пӑрахас пек сулкалама тытӑнчӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрарӑмсем минутсерен сике-сике тӑраҫҫӗ, тирпейсӗр пурнӑҫне пула тӗрлӗ кӗтесе пӑрахса тухнӑ япаласем пирки шапӑлтатаҫҫӗ; кашӑкӗсемпе ҫӗҫҫисене аран-аран шыраса тупрӗҫ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эсир вӗсен ҫӗҫҫисене пӗлетӗр, — кичемрен вӗсем ҫӗҫҫисене кашни кун хӑйраҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Аш лавкисенчен кӗске тӑлӑп тӑхӑннӑ, шурӑ саппунлӑ лавкаҫсем сарлака чӗн пиҫиххи ҫине ҫакнӑ ҫӗҫҫисене ҫутатса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ҫӗҫӗсем! — терӗ ухтаракансенчен пӗри, вӗсен револьверӗсемпе ҫӗҫҫисене туртса илсе.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнтах ыттисем те хӑйсен ҫӗҫҫисене йӗннисенчен кӑларчӗҫ те путпилкӑсемпе хӑйрама тытӑнчӗҫ.Тотчас и все остальные оленеводы вытащили из своих чехлов ножи и принялись пробовать напильники.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл офицерсене хӑйсен чемоданӗсенчен бритва ҫӗҫҫисене, одеколон кӗленчин пӑккисене, пистолет патрунӗсене, пӗр сӑмахпа каласан, йӑлтӑртатма пултаракан япаласене пурне те кӑларса пама хушнӑ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Хӑмӑш та хӑйӗн ҫӗҫҫисене кӑнтарса тӳрленсе ларчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Апат ятарласа хатӗрленӗскер пулчӗ: осетрӑсем, белугӑсем, стерлядьсем, спаржа, путенесем, карӑксем, кӑмпасем повар ӗнертенпех вӗри апат ҫименнине палӑртса тӑраҫҫӗ, повара пулӑшакан тӑватӑ салтак аллисенчи ҫӗҫҫисене пӑрахмасӑр ҫӗрӗпех фрикасе тата желе хатӗрленӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑрӑ-хурахсем ӗнтӗ ҫӗҫҫисене хӑйраса пӗтернӗ, купсана чиксе вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ.А разбойники ножики-то уж поточили и собрались купца резать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗпсакай варринче хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вунӑ ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем, вӑрӑм ҫӗҫҫисене хӑйраҫҫӗ…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1