Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӗнтерӗвӗшӗн (тĕпĕ: ҫӗнтерӳ) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хамӑр кивӗ тӗнчерен пӗтӗм халӑх умӗнче куҫкӗретӗнех уйрӑличчен ҫӗре кӗресшӗн мар-ха, ҫавӑнпа та Самойлов юлташ хӗҫ-пӑшаллӑ демонстраци тума сӗннине хирӗҫлесе, мана атӑпа хӗҫпӑшаллантарма сӗнетӗп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ вӑл социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн пӗр-пӗрне пит вӑйлӑн ӗнселенинчен те усӑллӑрах пулнине пӗтӗм чӗререн ӗненсе тӑратӑп!..
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Усть-Хоперскинчен каяс умӗн Богатырев чиркӗве кӗрсе турра пуҫҫапрӗ те «Христос юратакан казак ҫарӗсен» ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтӑвакан пачӑшкӑ кӗлӗ вуласа пӗтерсенех каялла тухрӗ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ленин — Сталин ӗҫӗшӗн, коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн ҫирӗп тӑма сӑмах паратӑп! — теҫҫӗ Жорж Емелинпа Вова Лазарев.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Революци ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗрешнӗ, Хӗллехи двореца илме пулӑшнӑ, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Красновпа тата Юденичпа ҫапӑҫнӑ салтаксем, машинистсем, матроссем, боцмансем, карап кочегарӗсем, карап тӑвакан заводсенче ӗҫленӗ рабочисем алла кӗнеке тытаҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Страницăсем:
- 1
- 2