Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленсе (тĕпĕ: ҫӗклен) more information about the word form can be found here.
Акӑ, нумаях пулмасть ҫакӑн пек арт-объект пуҫаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсене пула Авӑркас районӗнчи Трепел ялӗнче ҫӗкленсе ларнӑ.

Help to translate

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Ҫӗкленсе ӗҫлемелли хӑвачӗ чака пӗлмест Аркадий Ӗҫхӗлӗн.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Съеэд пуҫлансан, вӑл пусӑрӑнма мар, тата вӑйлӑрах ҫӗкленсе кайрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашки ҫулсенче вӑл паллами ҫӗкленсе, улшӑнса кайрӗ.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Кӑнтӑр тӗлӗнче вӑл сасартӑк, сывӑ чавси ҫине ҫӗкленсе, пуҫне тӑратрӗ.

Help to translate

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахвин кӑмӑлӗ ҫӗкленсе юлчӗ.

Help to translate

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сылтӑмра улӑп тӑпри пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт, тӳпем.

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кантӑрӗ кунта ҫын пӗвӗнчен те ҫӳллӗ ӳснӗ: пуҫӗсем, тукмак пек ҫӗкленсе, аран-аран ҫеҫ сулмаклӑн сулланкалаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Умра Карӑш сӑрчӗ ҫӗкленсе тӑрать-ха унта, ҫав сӑрт ҫине чипер хӑпарасчӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӗкленсе калаҫнипе палламан ҫыннӑн тӑрӑхларах пит-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ, ырхан мӑйӗ ҫинчи юн тымарӗсем тулса тӑртанчӗҫ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпене ҫӑлтӑрсем тухаҫҫӗ, аякра, вӑрман пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт леш енче, каҫхи шуҫӑм хӗвелтухӑҫнелле шӑвать, ҫил ҫаврӑнса килет те йывӑҫсене, Тимуша сӗртӗнет, ачашланса тем пӑшӑлтатать, унтан хӑй ҫулӗпе кайса ҫухалать.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Панель тӗлӗнче, аялта, тимӗр пӑрӑхӑн пӗр вӗҫӗ ҫӗкленсе тӑрать.

Help to translate

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ ӗнтӗ пурин чун хавалӗ те ҫӗкленсе кайрӗ.

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан вара пӗтӗм ӳт-пӳ темле ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе кайрӗ, чуна пушшех те ирӗккӗн туйӑна пуҫларӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Энтри ӑна асӑрхарӗ те ҫӗкленсе пӗве умӗнчи тӑйлӑк-тайлӑк юпасенчен пӗрин ҫине ларчӗ, кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларса, аллине васкамасӑр шӑла пуҫларӗ.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халиччен пӗр-пӗрне нихӑҫан та курман-пӗлмен ҫынсем, ӑнланса илме те йывӑр темле кӑмӑл-туйӑмпа ҫӗкленсе, хӗрӳллӗн ыталашрӗҫ, куҫран пӑхса калаҫрӗҫ, пӗр-пӗрне алӑ парса, ҫурӑмран лӑпкаса, каскӑсемпе ҫӗлӗксене, алсишсене, карттуссене сывлӑшалла ывӑта-ывӑта саламларӗҫ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек ҫӗкленсе, кунти тавралӑх сӑн-сӑпатне сасартӑках улӑштарса ячӗ ҫӗнӗ завод…

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шоферсене тем каларӗ те, аллине капюшонлӑ симӗс куртка кӗсйине чиксе, кӑтра ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне ҫиле хирӗҫ пӗксе, ҫул урлӑ каҫрӗ, сӑрт пек ҫӗкленсе тӑракан тӑм купи ҫине ҫӑмӑллӑн чупса хӑпарчӗ, ту-чакӑл ҫамкинчи качака ҫулӗ пек кукӑр-макӑр ансӑр сукмакпа стройкӑн «тӗп урамӗ» еннелле кайса ҫухалчӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен пӗр юххи ман ҫумран вирхӗнсе иртет те, шыв вӑрри тинӗсе пырса кӗнӗ пек, ҫӗнӗ завод ҫӗкленсе сарӑлнӑ ҫӗрте — капмар ҫуртсен таврашӗнче, металл каркассемпе сӑвайсен «вӑрманӗсенче», котловансен тӗлӗнче, кирпӗч куписемпе панель шаршанӗсем хушшинче — темиҫе юппа уйрӑлать.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed