Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хамӑн ҫӑлӑнӑҫ ӑҫтан килессе лайӑх чухламан пулсан та, ҫакӑ манра ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен шутлас шанчӑка вӑратса ячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫапла пӗлтернӗ: «ҫӑлӑнӑҫ тӑвас тесе, кӗпӗрнесенчи, уездсенчи тата вулӑссенчи депутатсен Совечӗсем хайсен исполкомӗсемпе тата комиссарӗсемпе пӗрле пӑрахӑҫа тухаҫҫӗ», «ҫӑлӑнӑҫ тӑвас тесе, кӗпӗрнесенчи, уездсенчи тата вулӑссенчи исполкомсен членӗсемпе вӗсен комиссарӗсене тыта-тыта тӗрмене хупса лартаҫҫӗ».
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫӑлӑнӑҫ шыраса шыв ҫинче ишсе ҫӳрекен хисепсӗр нумай эрешменсемшӗн, хурт-кӑпшанкӑсемшӗн, шӑна-пӑвансемшӗн пирӗн икӗ кӑвакал икӗ ҫӑлӑнӑҫ утравӗ вырӑнне пулса тӑнӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.
12. Хытӑ чӗреллисем, чӑнлӑхран аякрисем, итлӗр Мана: 13. Эпӗ Хамӑн чӑнлӑхӑма ҫывӑхартрӑм, вӑл инҫетре мар, Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та вӑрах кӗттермӗ; Сиона ҫӑлӑнӑҫ парӑп, Израиле Хамӑн мухтавӑма парӑп.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Турӑ — манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: Ӑна шанатӑп та — хӑрамастӑп; Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-хӑватӑм, юрласса та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп — Вӑл маншӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ.
Ис 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маларах Грассмаркет Эдинбургри чи чухӑн районӗсенчен пӗри пулнӑ, унта килсӗррисем валли тунӑ ҫӗр каҫмалли вырӑнсем (ҫав шутра Ҫӑлӑнӑҫ ҫарӗ те кӗнӗ) нумай пулнӑ, апла пулин те 1980-мӗш ҫулсенче, Эдинбург замокӗ патӗнчи лаптӑк тупӑшлӑ пулса тӑнине кура, кунти куҫман пурлӑх хакӗ ӳсме пуҫланӑ.
Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82
Пуян хуҫа пулас тенӗскер, тӑван йӑмӑкне вӗлернӗскер, Ҫимуна курайманскер, халӗ унранах ҫӑлӑнӑҫ кӗтет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Турӑ чурисем, аллӑрсене ҫӳлелле ҫӗклесе, турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтса, кӗлтӑвӑр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗн тӑвӑпӑр-ши ӗнтӗ, пӑяхам? — лешӗ тем те пӗлнӗ пек, унран ҫӑлӑнӑҫ кӗтнӗ пек, Хумкка куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ Таттуҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑрушлӑх та, ҫӑлӑнӑҫ та пур пек ҫав енче.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑрушлӑх умне ҫитсе тӑнӑ ҫынсем — ваттисем, хӗрарӑмсем, ача-пӑча — ҫӑлӑнӑҫ шыраса унталла-кунталла чупкаланине лӑпкӑн пӑхма ҫук.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Малтанах ӑна ҫутҫанталӑкра пурнӑҫ ҫук, пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — вилӗм пек туйӑнатчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ахӑртнех, манран каҫса кайсах кулать пулӗ. Тӗлӗкре ӑна курни акӑ мӗне пӗлтерчӗ. Тул ҫутӑлсан эпӗ ирсӗр ӗҫ тунине пӗтӗм тӗнчипе пӗлӗҫ… Атӑла пуҫхӗрлӗ ярӑнмалла ҫеҫ… Ку пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ. Урӑхла май ҫук. Юрать-ха, тул ытлашшипех ҫутӑлса килмен. Никам та курас ҫук», — татӑклӑ тӗв турӗ Ҫтаппан.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӑлӑнӑҫ пуйӑсӗ акӑ тинех килсе ҫитрӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Эппин, кушак ҫурине ҫӑлӑнӑҫ парса хӑй валли киленӗҫ тупрӗ-тӗр.
Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.
Ҫак асамлӑ сӑмахсем ӑна, шыва путакана ҫӑлӑнӑҫ ҫаврашки ывӑтса панӑ пекех туйӑнчӗ: вӑл «хӑйле» калаҫа пуҫларӗ, хӑй пӗлнине, хӑй курнине, хӑй тӳснине ӳкерчӗклеме тытӑнчӗ.
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
Ҫавӑнта кӑна ҫӑлӑнӑҫ.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пӗлетӗр-и, ҫавӑн пек экспедицисенче пулнӑ чух пӗртен пӗр ҫӑлӑнӑҫ вӑл — ӗҫ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эс пӗлетӗн, тӗрӗснех калатӑп, пӗлетӗн — ҫав Горяев халӗ хӑйӗнпе пӗрле преступлени тунӑ ҫынсем патӗнче ҫӑлӑнӑҫ, пытанса пурӑнмалли май шырать, — тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, ӗҫ ҫыннисем вӑрӑсене кураймаҫҫӗ, вӗсем ӑна пытарас ҫук!
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.