Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эхер те Турӑ ҫӑвар уҫса сана сӑмах хушнӑ пулсассӑн, 6. сана ӑслӑлӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ пулсассӑн, санӑн икӗ хут ытларах тӳсмелле пулатчӗ!
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иов, ҫӑвар уҫса, хӑйӗн ҫуралнӑ кунне ылханнӑ.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша вара ун ҫине ҫӑвар карса пӑхса ларатчӗ: лешӗ кулсан, патша та кулать; лешӗ ҫилленсен, патша унпа килӗштересшӗн ӑна ачашлать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисуспа Израиль ывӑлӗсем ҫапла хӑйсен тӑшманӗсене вирлӗн ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, вӗсенчен чӗрӗ юлнисем тӗреклӗлетнӗ хуласене тарса кайсассӑн, 21. пӗтӗм халӑх, лӑпланса, Иисус патне тапӑра Макед хулине таврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ ҫӑвар уҫакан та пулман.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах паян ҫӑвар карнипех юрӑ пуласса шанакан йышланчӗ мар-и?
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— «Ҫӑвар карнипе юрӑ пулмасть», — тенӗ ваттисем.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Хӗрӗх тултаричченех ҫӑвар тулли «анне», «атте» тесе хӑйсенчен уртӑнакансене курма ӗмӗтленнӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Те панулми ҫиес килнипе, ҫӑвар шывланса кайрӗ хамӑн.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Лешӗ, хуҫи вӑрҫнине ӑнланнӑн пуҫне усса, ҫӑвар тулли кӑмӑртаттарса утӑ ҫиме пуҫлать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Рехетленсе, хӑлхине вылятса, тулхӑрса, пуҫне ухса, ҫӑвар туллин…»
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ытти тӑван-пӗтен патне ҫитме чунтан-вартан васкани пирки ҫӑвар уҫма вӑй ҫитереймест Вихтӗр, ҫӳллӗ мар карта урлӑ ялт сиксе каҫать те асламӑшӗпе пӗчӗк пӳрте кӗрет.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кино-театр пирки ҫӑвар уҫмалли те ҫукчӗ.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Стервиз: — Ҫапла, ун пек каламан, ну, апла калама шутлани ҫӑвар уҫичченех сисӗнет.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вара чи малтан хӑй ӗҫет, ҫемҫе ҫӑкӑра ҫӑвар туллин ҫыртса илет, майӗпен чӑмлама тытӑнать, каллех эрех тултарать Стакан черетпе шофер патне те ҫитет…
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тепре ҫӑвар уҫма ӗлкӗрнӗ ҫӗре Паша, куҫне чеен хӗскелесе, купенелле кӗрсе те шӑвӑнчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пуху пӗтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теҫҫӗ мана хӑш-пӗрисем, — ку премие ҫӑвар санне. Пирӗнтен пурпӗр илесси пулас ҫук ӑна, мӗншӗн тесен ӗҫлесе укҫа-тенкӗ пухассипе нормӑна час-часах тултараймастпӑр. Эсӗ, ав, маттур. Пассажирсемпе пӗр чӗлхе тупма маҫтӑр ҫав эсӗ».
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Мӗн тесе? — кӗҫӗн сержантсем ҫӑвар карса пӑрахрӗҫ.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.