Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне вӑл уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах ҫуса та тасатма ҫукла йывӑр пылчӑкпа вараланнӑ пекех туйрӗ, ӑна ун ҫине пач юратман хӗрарӑмпа тытакан ҫыхӑну пӗркесе лартрӗ — ҫур ҫула яхӑн тӑсӑлакан ҫыхӑну.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пур ҫыхӑнусем те татӑлчӗҫ, хӑшпӗр организацисем пӗтӗмӗшпех тӑшман аллине лекрӗҫ, упранса юлнисем патне пыма ҫул пулмарӗ, сахал мар организацисем, заводсем, тепӗр чух районсем те, ҫыхӑну йӗркелениччен центртан пачах та уйрӑлса тӑнӑ, вара пирӗн унта «Руде право» та пулин ҫитсе, вӗсене ертсе пырасси вырӑнне пулӗ, тесе шанмалли ҫеҫ юлатчӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Паника пуҫланнӑ ҫӗрте лӑплантарать, ҫынсем пуҫӗсене усма пуҫланӑ ҫӗрте — хаваслантарса кӑмӑла ҫӗклет, ҫыхӑну татӑлнӑ пирки ирӗкри ҫынсем хӑрушлӑха лекни палӑрсан — ҫыхӑнӑва ҫӗнӗрен йӗркелет.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унччен вӑл, Санкт-Петербургри ҫыхӑну техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 27 ҫул Ҫӗмӗрлере ҫыхӑну операторӗнче тимленӗ.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Александр Суринов РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствипе Федераци ҫыхӑну агентствине ҫырав ячӗпе кӑларнӑ почта маркишӗн тав тунӑ.
Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ун чухне Канашра «Илем» тата «Рассвет» фабрикӑсем ӗҫленӗ, вӗсемпе вӗренӳ учрежденийӗ тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/
Кунсӑр пуҫне 1945 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнче Берлинтан кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ тӑшмансен ушкӑнне ҫапса аркатнӑ чухне татӑлнӑ ҫыхӑну линине сыпнӑ анчах мар, совет салтакӗсем хупӑрлава илнинчен хӑтӑлма пуҫланӑ 12 нимӗҫе тӗл пулнӑ.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
1945 ҫулхи февралӗн 11-мӗшӗнче 30 минут хушшинче вӑл 2,5 ҫухрӑм ҫыхӑну линине хурса тухнӑ.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
22-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ Проскуровски 22-мӗш Миномет бригадин управлени батарейин ҫыхӑну уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
Кашни хӑй рольне хӑй пӗлнӗ пек выляса кӑтартать пурӑннӑ чух: пӗрисем гримм туса, теприсем маскӑпа, хӑшӗсем ҫараллах, нимсӗрех…» — ҫапла шутласа пынӑ хыҫҫӑн: — Ӑнланмастӑп, — тет Стервиз, — вӑрман хитрелӗхӗпе хулари милици хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур унта?
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Малашне тӗш тырӑ культурисен тата нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхӗсене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ӗҫлеме хатӗрленекен ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗрлӗрен институтсемпе ҫирӗп ҫыхӑну йӗркелесе черетлӗ ҫур акире усӑ курма 80 тонна ытла супер элита тата элита вӑрлӑхсем туяннӑ.
Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/
Ӗненӗве тата тӗрӗслӗхе пӑхӑнса, эпир пурте ҫак кунӑн аслӑ пахалӑхӗсемпе, йӑли-йӗркипе пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ҫыхӑну тытнине туятпӑр.
Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... em-3754051
Чӳк-кӗлӗ тавраш ирттернӗ ҫӗре тӗне кӗмен чӑвашсем яланхи пекех шурӑ тум-па кайнӑ, вӑл этеме пӗтӗм Ҫут тӗнчепе ҫыхӑну тытма пулӑшнӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Тум ҫинчи паллӑсем этеме йӗри-тавралӑхпа ҫыхӑну тупма пулӑшнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫак вӑхӑтра албани министрӗсен пӗр пайӗ Италипе ҫирӗп ҫыхӑну йӗркелесе ӗҫлеме пуҫланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа усӑ курса вӗсем Албанире влаҫа улӑштарма укҫа-тенкӗ илнӗ.
Вильгельм Вид // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%B8%D ... 0%B8%D0%B4
XIX ӗмӗрӗн ытларах пайӗнче Шотландин тухӑҫ ҫыранӗпе Эдинбургпа Абердин хушшинче чукун ҫулпа тӳрӗ ҫыхӑну йӗркелеме Ҫурҫӗр тинӗсӗн фьорд евӗрлӗ икӗ сарлака кӳлмекӗ — Ферт-оф-Форт тата Ферт-оф-Тей — кансӗрленӗ.
Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97
Темиҫе ҫултан Нью-Йоркри авангардистсемпе ҫыхӑну тытнӑран Тосине Мерс Каннингемӑн ташӑ труппине репетици пианисчӗ пек ӗҫе илнӗ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Шкул хыҫҫӑн Ленинграда кайнӑ, унта Ленинградри аслӑ ҫар инженери ҫыхӑну училищинчен «Радиоҫыхӑну» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.
Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87
Лемез-Тамак ятла тӗрлӗ ҫулсенче вырнаҫнӑ: Лемез-Тамак ял канашӗн правленийӗ, Нуриманов ячӗллӗ колхоз правленийӗ, районти пушар инспекцийӗн автогаражӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, почта уйрӑмӗ, халӑха йӑла ыйтӑвӗсемпе пулӑшакан комбинат, 3 коопераци лавкки (апат-ҫимӗҫ, промтавар, хуҫалӑх), фельдшер пункчӗ, ача пахчи.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав хӗр Моисеева мар, мӗншӗн тесен вӑл Моисеевӑна паллать, ӑна партизансемпе ҫыхӑну тытнӑшӑн унчченех персе пӑрахнӑ-мӗн.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.