Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑвӗсем (тĕпĕ: ҫыру) more information about the word form can be found here.
Евгений ҫарти йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тӑванӗсем, ентешсем пулӑшни, вӗсен ҫырӑвӗсем хавхалантарнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Гуманитари пулӑшӑвӗсӗр пуҫне вӑл шкул ачисен ҫырӑвӗсем кашни салтакӑн чун-хавалӗпе кӑмӑлне ҫӗклентернине, шухӑша янине калать.

Help to translate

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Нумаях та вӑхӑт иртмен — Ямаш Ваҫҫи аннене: «Кавӗрле ал ҫырӑвӗсем хушшинче пичете юрӑхли тупӑнмарӗ», — тесе пӗлтернӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уйрӑмах тӑрӑшуллисене Хисеп хучӗсем, Тав ҫырӑвӗсем тата ятарлӑ медальсем пачӗҫ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ваньӑн вӑрҫӑ хирӗнче ҫырса пынӑ дневникӗ ҫухалнӑ, анчах ҫырӑвӗсем юлнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунта — фашистсен каторгине лекнӗ патриотсен ҫырӑвӗсем, хаяр ҫапӑҫу кунӗсенче совет салтакӗсемпе офицерӗсем ҫырса пынӑ дневник страницисем.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Унӑн ҫырӑвӗсем пирӗн куҫа та уҫрӗҫ темелле: Санаровӑна эпир вӑйлӑн кӑна ятлӑпӑр, выговор парӑпӑр.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫырӑвӗсем иккӗшӗ те ятсӑр: пӗрне — арҫын, теприне хӗрарӑм ҫырнӑ пулас.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мартынов сӑввисем хальлӗхе кӗнеке хальлӗн кун ҫути курман-ха, анчах та, Етӗрне район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫыравҫӑ тӑванӗсен аллинче унӑн хатӗр сӑвӑ кӗнекисен ал ҫырӑвӗсем те пур-мӗн.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

… Д. Исаев ҫырӑвӗсем пирӗн литературӑ, уйрӑмах литературӑ критики мӗнле аталанса пынине, тӗрӗс ҫулшӑн мӗнле тӑрӑшнине кӑтартса параҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Умсӑмах авторӗпе килӗшсе, эпир та ҫавӑн пекех калӑпӑр, Исаев ҫырӑвӗсем вулакансене, тӑван литературӑна тӗпчекенсене пысӑк усӑ пама пултараҫҫӗ, тейӗпӗр.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Критик ҫырӑвӗсем умне Н. Иванов пӗчӗкҫӗ статья ҫырса пичетленӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем Раҫҫей салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ачасен ҫырӑвӗсем пысӑк хавхалану кӳнине палӑртнӑ.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Атте ҫырӑвӗсем!

Письма отца!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Уяв ячӗпе ӑна юлташӗсем, тӑванӗсем саламлаҫҫӗ, вӗсене вӑл часах вуларӗ: ҫырӑвӗсем пурте пекех пӗр евӗрлӗ, ырлӑх-сывлӑх, ӗҫре ӑнӑҫлӑх сунаҫҫӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫак кун ҫӗнелнӗ автомобильпе пӗрле ентеш-салтаксем патне Калинино тата Ҫӗрпел шкулӗсем пуҫтарнӑ гуманитари пулӑшӑвӗ, ачасен хавхалантаруллӑ ҫырӑвӗсем те ҫитрӗҫ.

Help to translate

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Амӑшӗн ҫырӑвӗсем тӑрӑх эпӗ хӗр мӗн хуравланине пӗлме тӑрӑшрӑм.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хисеп грамотисем, Тав хучӗсем, Тав ҫырӑвӗсем нумай илме тивӗҫ пулнӑ вӑл.

Help to translate

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ӗҫре професси тӗлӗшӗпе палӑрнӑ педагогсене Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ӗҫ министерствин, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин, район администрацийӗн хисеп грамотисемпе тав ҫырӑвӗсем, тата ытти ведомство наградисемпе чысларӗҫ.

Help to translate

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Ун ҫырӑвӗсем мана савӑнтармастчӗҫ.

Меня разочаровывали его письма.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed