Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна асӑрхасан Марина тӳрленсе тӑчӗ, тутине ҫат ҫыртнӑскер йӗпе аллипе карлӑкран ҫатӑр ҫавӑрса тытрӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Акӑ вӗсем пурте ман куҫ умӗнче: Толя Попов — яланхи пекех, йӗркеллӗн тумланнӑскер; Дема Фомин — халӗ те хӑйне, яланхи пекех, шӳт тӑвасран тата ашкӑнасран аран тытса чараканскер, Ангелина Самощина — ҫемҫе те сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр, — унӑн сенкер куҫӗсем юлташӗсем ҫине шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ; Вася Левашов — тарӑн шухӑшлӑ та хӑюллӑ ҫын; Майя Пегливанова — яштака, ҫӳлӗ, тутисене мӑнкӑмӑллӑн ҫыртнӑскер, Нина Иванцова — хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытакан шухӑшлӑ, кирек мӗнле хӑрушӑ ӗҫе кайма, юлташа ҫийӗнчех пулӑшу пама хатӗр тӑраканскер, — эпӗ унӑн тӗлӗнмелле тарӑн, шухӑшлӑ куҫӗсене куртӑм, унӑн куҫӗсенче ҫав маттур хӗрӗн пӗтӗм ҫутӑ чунӗ ҫуталса тӑрать; Валя Борц — чӗмсӗр, асӑрхануллӑ, чи хӑрушӑ ӗҫсем тума хушасса кӗтсе тӑракан хӗр; маттур Сергей Тюленин — типшӗм, ача пекех ҫамрӑкскер, пӗтӗм чун-чӗрипех салтак ӗнтӗ; ҫӳлӗ те яштака Жора Арутюнянц — хӑйӗн хура куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑраканскер, яланхи пекех, хӑйне-хӑй ҫирӗппӗн те йӗркеллӗн тытать.
«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӗҫне шӑлпа ҫыртнӑскер, вӑл ҫӗр ҫинчен хӗрӗх фут ҫӳлте ҫакӑнса тӑчӗ.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Таньӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, вӑл, кӑшкӑрса макӑрса ярасран тутисене ҫыртнӑскер, килӗшсе пуҫне сулчӗ, хӑй нимех те калама пултараймарӗ.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах каҫ пулнӑ тӗле хутор ҫумӗнчи сӑрт темӗнле вӑрӑммӑн янлама пуҫларӗ, площадьре ула кураксем кӑранклатса вӗҫрӗҫ, Христоньӑсен сысни, ҫӑвар тулли утӑ ҫыртнӑскер, Мелеховсен пӳрчӗ умӗнченех нӑриклетсе чупса иртрӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн куҫӗ тӗлне ӑна хирӗҫ утне сиктерсе пыракан вахмистр, шӑлне шатӑртаттарса ҫыртнӑскер, тӗл пулчӗ.Ему на глаза попался скакавший мимо него оскаленный вахмистр.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл каччӑ майне аллисемпе ҫатӑр яваласа тытрӗ те нӳрлӗрех вӗри ҫӑварӗпе ун тути ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртнӑскер, хӗрӳллӗх хастарлӑхӗпе нӑйкӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе, ураран пуҫласа кӑкӑр таранах, ун ҫумне хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртанса ларчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1