Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юсанма шутланҫи тӑватӑп хам, анчах чи пысӑк ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнместӗп.Притворялся, будто хочу исправиться, а в самом главном грехе не покаялся.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йӑнӑш ан ӑнлан мана — старик йӑмшахланса кайнӑ, ют ҫын ҫылӑхӗшӗн те каҫару ыйтать, чунне ҫӑласшӑн тӑрӑшать тесе ан шутла…
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫын ҫылӑхӗшӗн манӑн ответ тытмалла…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ну, мӗн эсӗ хӗрарӑм ҫылӑхӗшӗн ман ҫине тӑрӑнатӑн-ха?
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Астӑватӑн-и, тӳлесе татма вӑхӑт ҫитсен, пурин ҫылӑхӗшӗн те камӑн тӳлеме тиврӗ?Помнишь, дело коснулось расплаты, кто за общие грехи платил?
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫын ҫылӑхӗшӗн вӗсем айӑплӑ мар…
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир унӑн «ҫылӑхӗшӗн» кӗлтуса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
6. Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ; 7. тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ; 2. вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур; 3. ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Египет ҫылӑхӗшӗн тата хӳшӗ уявне уявлама ҫӳремен ытти мӗнпур халӑх ҫылӑхӗшӗн акӑ мӗн пулӗ!
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ пӗтӗмпех Иаковӑн усаллӑхӗшӗн, Израиль килӗн ҫылӑхӗшӗн пулӗ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрас тесе сыхларӑн пулсан, анчах та вӑл хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнмарӗ пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилет, эсӗ вара хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна: «йӗркесӗр этем! санӑн вилӗмӳ ҫитӗ» тенӗ чухне эсӗ йӗркесӗр ҫынна хӑй ҫулӗнчен сыхланма каламарӑн пулсан, ҫав йӗркесӗр ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн вилӗ, анчах унӑн юнне санран шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ тӳрӗ ҫын умне такӑнмалли хурсан, вара ҫав ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем туса вилет пулсан, эсӗ ӑна ӑса кӗртме тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилӗ, ӑна ӗнтӗ унччен тунӑ ырӑ ӗҫӗсем те хӳтӗлеймӗҫ; Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр; 2. Иерусалимпа ӑшшӑн калаҫӑр, пӗлтерӗр ӑна: ун кӗрешӗвӗн вӑхӑчӗ тулчӗ, ӗнтӗ ӑна хаса панӑ: айӑпне пӑрахӑҫланӑ, пӗтӗм ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ӑна икӗ хут тавӑрса панӑ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, — 14. ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Священниксен ывӑлӗсем хушшинче ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗсемпе ун тӑванӗсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата Гедалия; 19. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене каялла яма сӑмах панӑ; кашнийӗ хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗр сурӑх таки парне кӳнӗ; 20. Иммер ывӑлӗсенчен: Хананий тата Зевадия; 21. Харим ывӑлӗсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия; 22. Пашхур ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа; 23. левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вӑлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер; 24. юрӑҫсенчен: Елияшив; хапха хуралҫисенчен: Шаллум, Телем тата Урий; 25. израильсенчен вара — Парош ывӑлӗсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия; 26. Елам ывӑлӗсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия; 27. Заффу ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса; 28. Бевай ывӑлӗсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай; 29. Ваний ывӑлӗсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф; 30. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия; 31. Харим ывӑлӗсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон, 32. Вениамин, Маллух, Шемария; 33. Хашум ывӑлӗсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей; 34. Ваний ывӑлӗсенчен: Маадай, Амрам, Уел, 35. Бенаия, Бидья, Келуги, 36. Ванея, Меремоф, Елиашив, 37. Матфания, Мафнай, Иаасай, 38. Ваний, Биннуй, Шимей, 39. Шелемия, Нафан, Адаия, 40. Махнадбай, Шашай, Шарай, 41. Азариел, Шелемиягу, Шемария, 42. Шаллум, Амария тата Иосиф; 43. Нево ывӑлӗсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевина, Иаддай, Иоель тата Бенаия.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2