Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хусканӑвӗсем вӑл пӳлӗм патне ҫывхарнӑҫемӗн пӑшӑрханӑвӗ ӳссе пынине палӑртрӗҫ; диванлӑ пӳлӗме кӗрсен, вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, сывлӑшне аран ҫавӑркаларӗ те хупӑ алӑкӑн питӗркӗҫне тытиччен сӑхсӑхса илчӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кустӑрмасем шакӑлтатни уҫҫӑнах илтӗнет, пӑравусӑн сарлака кӑкри ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать.Все отчетливее стук колес, все ближе и ближе широкая грудь паровоза.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсенчен инҫетерех кайнӑҫемӗн, Шуратӑл илемӗ, вӑрмансемпе улӑх-ҫарансем патне ҫывхарнӑҫемӗн тӳссе ирттернӗ мӗнпур асапсем те уншӑн аякка юлнӑн туйӑнаҫҫӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унта ҫывхарнӑҫемӗн ҫынсем хаяррӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫывхарнӑҫемӗн унӑн пысӑк шурӑ кӗлетки уҫҫӑнрах палӑрма пуҫларӗ.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Салтаксем Дворцовӑй площадь патнелле ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхараҫҫӗ.
Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Уйрӑлу саманчӗ ҫывхарнӑҫемӗн хаваслӑх хӗрсе, ӑрасланса пырать.И чем ближе подходила минута расставания, тем жарче, казалось, разгоралось веселье.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Чӑнахах та, ҫав вӑхӑтра Егор Михайлович улпут ҫуртӗнчен тухрӗ Приказчик ҫывхарнӑҫемӗн пуҫ ҫинчи ҫӗлӗксем пурин те хывӑнма тытӑнчӗҫ.
VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Берлина ҫывхарнӑҫемӗн ҫул ҫинче ҫӳрекенсем йышлӑланса пычӗҫ, кайрантарах тӗрлӗ енчен пыракан машинӑсем темиҫе колонна пулса тӑчӗҫ.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Эпир юр ҫинчен шуса тӑшман траншейисем патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пыратпӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Баркассем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӑшал пени ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пырать.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах Черныш халӗ ҫумӑра та, огневиксен савӑнӑҫлӑ ушкӑнне те асӑрхамасть, вӑл Шурӑн куҫӗсене ҫеҫ курать, ҫывхарнӑҫемӗн вӗсем сасартӑк ҫуталса кайрӗҫ, йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ялав ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пырать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Малалла кайнӑҫемӗн ҫапӑҫу кӗрлевӗ ытларах та ытларах илтӗнме тытӑнать, ҫутӑ йӗр хӑваракан пульӑсем, тӗттӗм ту хушӑкӗсене касса, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пыраҫҫӗ, ҫутӑраххӑн курӑнаҫҫӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӗнче пушанса юлнӑн, пӗтӗм япала труках ҫухалнӑн туйӑнать, — ют тумлӑ пӗшкӗннӗ кӗлеткесем кӑна ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килеҫҫӗ.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Инҫетре, колонна пуҫӗнче, лавсем шӑлтӑртатма пуҫларӗҫ, кӗмсӗртетни ӳснӗҫемӗн ӳссе, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пырать; ак ӗнтӗ Брянский, Сагайда, Черныш умӗнче те кустӑрмасем кӗрлеме тытӑнчӗҫ те, вӗсен лашисем юртма тытӑнчӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пирӗн самолетсен кустӑрмисем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарсах пынӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Полюс патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пыраҫҫӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Папуассем Маклай патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗҫ.
Каарам-тамо — Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.