Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывхараспа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мӑрсасем Арск ҫулӗнчен пӑрӑнсан пӗр хушӑ юртӑпа пычӗҫ, кремль патне ҫывхараспа тин урхамахӗсене вӑйпах тытса чарчӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс чиперех пыратӑн-иҫ, Иливан? — терӗ Тукай темле ял патне ҫывхараспа лашине кӑшт тытса чарса.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уй хапхи патне ҫывхараспа вӗсене икӗ юланут хирӗҫ пулчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах улӑм урисене сыхлакан ятарлӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа хӑранипе унта ҫывхараспа чӗре калт-калт тапма тытӑнать, куҫ-пуҫран вут тухать.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хула хӗрне ҫывхараспа икӗ пая уйӑрӑлчӗҫ, пралука тӗрлӗ енчен кӗчӗҫ.

Близко к окраине разбились на две группы, с разных сторон вошли в маленький проулочек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ашшӗ ҫӗрӗн чиккинче ларакан раща патне ҫывхараспа Лиза кӑшт хуллентерех ута пуҫланӑ.

Приближаясь к роще, стоящей на рубеже отцовского владения, Лиза пошла тише.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed