Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухатсан (тĕпĕ: ҫухат) more information about the word form can be found here.
Юлашки укҫине ҫухатсан, камӑн чӗри ҫурӑлмӗ?

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темиҫе ҫул иртсен, кӗрӳшне ҫухатсан, вӑл ҫак, тен, Турӑ ҫырнӑ тӗлпулу ҫинчен те аса илет-ха, вара хӑйне юлашки сӑмахсемпе вӑрҫать.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каппель ҫинченех «Чӗлхе ҫухатсан» калавра та пур.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ӑна та ҫухатсан, янахне чӗтретсе, пуш хӑма ҫинче темскер шырарӗ.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Пӗр ҫын хӑй телейне ҫухатсан, икӗ ҫын хӑйсен телейне тупма пултараҫҫӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Телей те пулмасан, ирӗклӗхне те ҫухатсан, мӑнаҫлӑха та мӗскӗнлӗхпе хупласан, ӗмӗтленме те, ӗмӗт-шухӑшне ҫитерме те пултараймасть пулсан мӗн тума пурӑнмалла-ха унӑн!

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Асту, хӗре ҫухатсан пуҫна касӑп.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫна ҫухатсан та, чысна ан ҫухат теҫҫӗ, — куламҫи туса, шик кӗрӗкӗ айӗнченех ытла та хавхасӑр, вӑрттӑн сасӑ хиркелесе кӑларчӗ Кӗҫтук.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кайран, тӑнне ҫухатсан, кӗлетки асаплӑн тапаланнине курсан, ҫапла асаплантариччен вилсен лайӑхрах пулӗ тесе, вӗлерсех пӑрахрӑм…

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку шанӑҫа пӗр самантлӑха ҫеҫ ҫухатсан та, вӑл вӑхӑтсӑр тӑпра айне кӗрсе выртӗччӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсен ҫар пуҫлӑхне ҫухатсан тумен аптӑраса кайрӗ.

Help to translate

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шурӑ мӗлкене ҫухатсан нукерсем ӑҫта каймаллине пӗлмесӗр пӗр вырӑна кӗпӗрленсе пуҫтарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Хӗвеле пӗлӗтсем хупласан ҫумӑр ҫӑвать, юратнӑ тантӑша ҫухатсан куҫҫуль юхать».

Help to translate

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тимлӗхе ҫухатсан дирижер патакне те сисмесӗрех юлатӑн.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

8) вӑл Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑхне ҫухатсан, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ ют патшалӑх гражданлӑхне илнӗ е ют патшалӑх территорийӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ е унӑн ялан унта пурӑнма право пуррине ӗнентерекен ытти документ пур пулсан;

8) утраты им гражданства Российской Федерации, приобретения им гражданства иностранного государства либо получения им вида на жительство или иного документа, подтверждающего право на постоянное проживание гражданина Российской Федерации на территории иностранного государства;

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Уҫҫа сасӑсӑр кӑлармашкӑн икӗ минут ҫухатсан ҫӑра шӑтӑкӗнчен тинкертӗм.

Употребив две минуты на то, чтобы вытащить ключ, не брякнув им, я успешно выполнил это и посмотрел в скважину.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Аванччӗ-ха… тӳрех пуҫне ҫухатсан.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чи малтан ҫакӑ тӗлӗнтерет: 1926 ҫулхи кӗркунне йӗр ҫухатсан, Калюков хӑйне кӑҫалхи июньччен — ҫур ҫул ытла! — пач палӑртман.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сисчӗве ҫухатсан пӗрле ӗҫлекенсем те улталама хӑтланаҫҫӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӗҫ ҫухатсан Миша пушшех те усалланса каясран шикленетӗп.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed