Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та Дик шанӑҫа ҫухатмарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Лару-тӑру чӑтма ҫук хӑрушӑ, ҫапах та Дик хастарлӑхне ҫухатмарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑнне ҫухатмарӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Ванса пӗтнӗ шӑм-шак калама ҫук хытӑ сурса ыратать пулин те, Саша хӑйӗн ӑшӗнчи шанчӑкне ҫухатмарӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл халӗ те унран мӗн те пулин ыйтса пӗлес шанчӑка ҫухатмарӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пуҫланчӗ кӗрешӳ, иккӗшӗ те ҫӗре ҫыхланса ӳкрӗҫ; африканец аяла пулчӗ, анчах, вӑл хӑйне хӑй ҫухатмарӗ, ҫав тери урса кайса тӑшмана пырӗнчен шатӑртаттарса ҫыртса лартрӗ, юн пӗрхӗнсе тухрӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ҫав авторитета вӑл тӗрмере те ҫухатмарӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл хӗрелнӗ куҫ шуррисене йывӑррӑн мӗкӗлтеттерчӗ, хӑйне ҫав тери ҫирӗп тытас тенипе ҫеҫ ӑс ҫухатмарӗ.Он тяжело ворочал кровяными белками и огромным напряжением воли удерживал сознание.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем вырнаҫса ҫитиччен вӑл калаҫмарӗ, анчах вӗсем шӑпланчӗҫ ҫеҫ — вӑл каллех пуҫларӗ, ахӑртнех, хӑйӗн шухӑш йӗрне пӗрре те ҫухатмарӗ пулас.
XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл питӗ иккӗленчӗ, анчах та пӗчӗк шурӑ кролик ҫурисене курас шанчӑка ҫухатмарӗ.Несмотря на все сомнения, она все же не теряла надежды увидеть крольчат.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Айван Ксури хӑранипе чутах ӑнне ҫухатмарӗ.Наивный Ксури был так перепуган, что чуть не лишился рассудка.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах «Полици ведомоҫӗсенче» пӗлтерӳ ҫаплах пичетленет-ха, гувернантка шыракансем те килсех тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа Лопухов шанчӑкне ҫухатмарӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ача хӑранипе кӑшт ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах та Иван Иваныч ҫухатмарӗ!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл малицине хывса хучӗ, пимне улӑштарчӗ, анчах ҫав-ҫавах малтанхи мӑнлӑхне ҫухатмарӗ.Она сняла малицу и сменила пимы и всё-таки осталась большой.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Милицие ҫӳресе вӑхӑта ҫухатмарӗ Галина.
Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
- 1
- 2