Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сарлака пӑрӑх ӑшӗнче вӗҫсӗр йӗр ҫыра-ҫыра ҫаврӑнатӑп, — ҫак тӑрӑхра пӗр-пӗринпе пӗр тикӗссӗн ылмашӑнакан стена-хушӑк шутласа кӑларайми; куҫӑм питӗ хӑвӑрт — шелсӗррӗн ҫухалакан мӗнле те пулин коридора сиксе юлма та мехел ҫитерейместӗп; коридорсем читлӗх тӗлне чӗптӗм самантлӑх туха-туха тӑраҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсене уйӑракан стенасем те мӗлтлеткелеҫҫӗ кӑна.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стенасемпе мачча ҫинче тӗксӗм шурӑ, симӗс, шурӑ хӗрлӗ, ылтӑн, асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗс хумӗсем выля-выля шӑранаҫҫӗ, витӗр курӑнакан драпировка евӗр юнтармӑш арабескӑсене куҫса вуҫех ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Ҫине-ҫинех ҫиҫекен ҫиҫӗм йӑлтӑркки йывӑҫсене ӗнтрӗкрен татти-сыпписӗр кӑлара-кӑлара перет, вӗсем сике-сике ҫухалаҫҫӗ тейӗн.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Вӗсем килеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, анчах ӳпкелешӗвӗ хушшинче вӗсен пурнӑҫӗ пирки нумай пӗлме май килет.Они приходили и исчезали, но между жалобами от них можно было узнать многое о их жизни.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Палӑртни ҫине-ҫинех пурнӑҫланмасть, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫырусем ҫухалаҫҫӗ, иккӗмӗш шайри ултӑ, пӗрремӗш пусӑмри икӗ каварҫӑ юлташ тӗрмере «канаҫҫӗ».
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӗсен Тарта курӑнми нумай-нумай куҫӗ сывлӑшра ҫаврӑнать-пӑтранать, ҫав куҫсем унӑн аллисем ҫине чечек куҫҫульне тӑкаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑн симӗсрех хӗлхемӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ — тимлӗ-тимлӗ шухӑшпа, тунсӑхпа, аса илӳлле ҫепӗҫ кулянупа тулнӑскерсем.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑрманӑн ситрӗк ытамӗнче сапаланчӑк курӑнусем кумаҫҫӗ те самантлӑх мӗлтлете-мӗлтлете каллех ҫухалаҫҫӗ.Расплывчатые видения носились в сумеречных объятиях леса и жили мимолетным существованием.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫакна пула юланутсем ҫухалаҫҫӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вокзалти халӑх вӗркӗшнӗ ҫӗрте господалла тумланнӑ темиҫе ҫамрӑк ҫын, мӑшкӑллӑрах пӑхаканскерсем, хӗвӗшекен халӑх хушшинчен сике-сике тухаҫҫӗ те каллех унта кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кашни хӑй шухӑшне шухӑшларӗ Зиновьев кивӗ Россия халӗ те пурӑнни, вӑл юрлани, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе хӑлаҫланса ҫухӑрашни, кӑмӑшкапа политура ӗҫни, декадентла курнӑҫланни, сутӑ туни, усал сӑмахсем калани ҫинчен шухӑшларӗ; ирӗксӗр пытанса пурӑнакан, влаҫсем канӑҫ памасӑр хӗсӗрлекен революционерсем вара, ун шучӗпе, ҫав Российӑшӑн сурма та тӑмаҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пролетарисем сахал, вӗсем те пулин мещенсен чикӗсӗр пысӑк лачакине пута-пута ҫухалаҫҫӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнсе варкӑшакан сӑмах ҫыхланчӑкӗсем татӑлаҫҫӗ, ҫынсен мӗлтлетсе юлакан сӑнӗсем ҫухалаҫҫӗ, татса пама майӗ те ҫукла туйӑнакан проблемӑсен йывӑр янӑравӗ пуҫ миминче шӑпланса ларать.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Илтмен пулсассӑн калам, ӗне тискерленсе кайнӑ пулсан ӑна курсан тискер кайӑксем те вӗттӗн чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, хӑранипе ӑҫта кирлӗ унта тарса ҫухалаҫҫӗ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Тӳпери ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ, чи ҫуттисем кӑна юлаҫҫӗ, кӑшт тӑрсан, вӗсем те ҫухалаҫҫӗ.Звезды одна за другой исчезают с небосвода. Остаются лишь самые яркие. Но вот теряются и они.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫывӑхри япаласем пурте курӑнаҫҫӗ, аякрисем, тӗтре ӑшне пытаннӑ пек, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Яланах ҫавӑн пек: унӑн калавӗсенчи усал, хаяр ҫынсем усал ӗҫ туса ывӑнаҫҫӗ те «пӗр хыпарсӑр ҫухалаҫҫӗ», анчах пуринчен ытларах Кукушкин вӗсене, ҫӳп-ҫаппа шӑтӑка кайса тӑкнӑ пек, монастырьсене ярать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ӑҫта ҫухалаҫҫӗ вӗсем!
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Лутра тӗмсем ҫинче, «чӑтлӑхра», каснӑ вырӑнсенче те час-часах пӗчӗк кӑвак кайӑксем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем унта та кунта пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине шӑхӑркаласа куҫаҫҫӗ, вӗҫсе пынӑ ҫӗртех, кӗтмен хушӑрах, таҫта чӑмса ҫухалаҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Уй тӑрӑх тӑсӑлса выртакан ансӑр сукмаксем лапамсене кӗрсе ҫухалаҫҫӗ, тӗмеске тӑвайккийӗсемпе явӑнса хӑпараҫҫӗ; ҫав сукмаксенчен пӗрин ҫинче, пирӗн ҫул урлӑ пӗр пилӗкҫӗр утӑм маларах каҫса каяканскер ҫинче, эпӗ ҫынсем пынине куртӑм.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Каҫ пуласпа ку ҫумӑр пӗлӗчӗсем те сапаланаҫҫӗ, вӗсен юлашкийӗсем, кӗрен тӗтре пек пӗлӗт пулса, хӗвелтухӑҫнелле кайса куҫран ҫухалаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Шурӑ стена ҫинче вутлӑ сӑмахсем вуласа тухнӑ хыҫҫӑн куҫран ҫухалаҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.