Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутталла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Пар-ха, сан ҫине лайӑхрах пӑхам, тӑванӑм, — вӑл ӑна хул пуҫҫийӗсенчен тытса ҫутталла чӳрече еннелле ҫавӑрса тӑратрӗ.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫак сӑмахсене илтсенех, Кулюкка, пӑракаллӑ кӗпине хывса, ҫине темле ҫӗтӗк-ҫурӑк пӗркенме ӗлкӗрнӗскер, чаршав хыҫӗнчен ҫутталла лӑпӑстатса тухрӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах хӑюллӑ та ҫирӗп чунлисен юрринче эс яланах ирӗклӗхе, ҫутталла мӑнкӑмӑллӑн чӗнекен чӗрӗ тӗслӗх пулӑн…»

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сӑмах майӗпен «Ҫутталла» колхоз пирки пуҫланчӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ҫутталла» колхоз ытти колхозсенчен мӗнрен кая?

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗлӗнмелле: ҫӑмарта парассипе «Ҫутталла» колхоз районта пӗрремӗш шутланать.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Самолетсем вӗҫсе хӑпарсан, эпӗ Нагасовӑпа сывпуллашрӑм та «Ҫутталла» колхозӑн хирӗ еннелле уттартӑм: редактор мана унти ӗҫсемпе те паллашма хушнӑччӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку пирӗн уй мар, «Ҫутталла» колхоз уйӗ…

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хушӑрах «Ҫутталла» колхоз ҫав хаклӑ апата вунӑ тонна ҫеҫ туяннӑ…

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хушӑрах «Ҫутталла» колхоз пӗлтӗр тыр-пулӑ та, выльӑх апачӗ те пирӗн ҫурри чухлӗ ҫеҫ хатӗрлерӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пирӗн колхоз акчуровсеннипе, «Ҫутталла» колхозпа, кӳршӗллӗ, — малалла каларӗ хӗр-агроном.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ленин халалӗсене пурнӑҫа кӗртес пулсан, пирӗн, ҫамрӑксен, вӗренсе ҫутталла туртӑнас пулать.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, ҫавӑнпа ҫак хура чаршавран хӑвӑртрах тухас тесе, этем ҫутталла кармашать.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӗсем те ҫапах пурӑнаҫҫӗ вӗт, авӑнасшӑн мар, ҫутталла туртӑнаҫҫӗ, пурнӑҫшӑн кӗрешеҫҫӗ.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эпӗ «сиен» тунине: киремет картисене ваттарнине, килӗрен апат-ҫимӗҫ пуҫтарнине, ҫынсене пусахласа Христос тӗнне йышӑнтарнисене ҫеҫ кураҫҫӗ вӗсем, эпӗ ҫутталла туртнине ним вырӑнне те хумаҫҫӗ…

Они видят во мне один только «вред»: я их киремети разоряю, подношения с паствы собираю, в Христову веру силком обращаю… А то, что я их тащу к свету, этого они не понимают…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ухмаха ернӗ ҫын, — тет вут патӗнчи старик, паҫархи пекех ҫутталла пӑхса.

— Дурачок кашмашский, — все так же глядя на костер, ответил старик.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ывӑннӑ куҫӗпе ҫутталла пӑхса Авӑстей-Кушил тӳрленсе ларчӗ те питне кӗпи ҫанни вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Но кузнец нашел в себе силы подняться и сел, утирая рукавом рубахи вспотевшее лицо.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫаврӑн-ха ҫутталла».

Повернись-ка к свету…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, ҫутталла вӑл чӗвентерчӗ Иртнисене йӑпт хупласа?

Help to translate

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ара, хӗрӗ вӑл хӑй те ҫутталла ҫав тери хӑватлӑн туртӑнаканскер-ҫке, кӗҫех Шӑхранти педтехникумран вӗренсе тухмаллаччӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed