Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутса (тĕпĕ: ҫут) more information about the word form can be found here.
Пуху хыҫҫӑн килне таврӑнсан, Егор Петрович, лампа ҫутса, сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ, хӑйӗн умне хутпа кӑранташ кӑларса хунӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Йӑлтах каларӗҫ, — лампине ҫутса, хывӑнчӗ Ҫимун.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чей ӗҫӗпӗр, — терӗ вӑл, сӗтел тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан ҫатмаллӑ лампине ҫутса.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хунар ҫутса пӑхрӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турра маннисем, чиркӗве кӗрсе, турамӑш умне ҫурта ҫутса лартӑр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ калашле, Ишеке кайапӑр та Микулай ухатникпе Праскавье ҫветтуй умне ҫурта ҫутса кӗлтӑвӑпӑр.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, кӗмӗл укҫасем ҫӗре ӳкмен-ши тесе, шӑрпӑк ҫутса урайне пӗшкӗнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур шӑрпӑк ҫутса урлӑ сакайне ҫутатрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл васкаса лампа ҫутса ячӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лена хунарне ҫутса ун патне пычӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Аслашшӗ мӑнукне шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ те, вӗсенчен иртсе, ҫулпа малалла кӗмсӗртеттерчӗ.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Е тата ача чирлесен каллех Ҫилевӗр патне килнӗ: ҫурта ҫутса чиртен сыватма ыйтнӑ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑйӗн хунарне ҫутса янӑ самант пӗлӗтре ҫӗнӗ ҫӑлтӑр ҫуталса кайнине е чечек хӗмленсе чӗрӗлнине аса илтерет.

Когда он зажигает свой фонарь — как будто рождается еще одна звезда или цветок.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӗттӗм пӳлӗмре сӗтел ҫине ҫурта ҫутса лартӑр.

В темной комнате поставьте на стол зажженную свечу.

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Электричество ҫутса ячӗ.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ пирӗн пурнӑҫ — спичка ҫутса сӳнтернӗ пек ҫеҫ.

Help to translate

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хура пӳртре хӑйӑ ҫутса ларнӑ чух та пуҫа усман.

Help to translate

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Пӑртакран асламӑшӗ таҫтан краҫҫын лампи тупса кӗрсе кухньӑра ҫутса ячӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗр варринче электричество лампочки ялтӑр ҫутса янипе вӑранса кайрӗ ача.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ӑҫта каякан халӑх ку? — терӗ вӑл, чӑннипех те тӗлӗнсе, Меркури шӑрпӑк ҫутса янӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed