Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутатса (тĕпĕ: ҫутат) more information about the word form can be found here.
Йытӑ ҫури туянасшӑн пулчӗ вӑл унта, шӑпах Бианка пек шуррине, ҫавнашкалах пӗчӗкскерне шырарӗ, ҫӗнӗ йытӑ ҫурипе пӗрле хваттере каллех унчченхи савӑнӑҫ ҫутатса ярасса, пурин хуйхи те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек сирӗлессе шанчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан ним ӑнсӑртран веранда айнелле пӑхса илчӗ те тӑватӑ хура куҫ йӑлтӑртатнине курах кайрӗ: веранда айӗнче амӑшӗпе ҫури куҫӗсене ҫутатса выртаҫҫӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шухӑшлас туртӑм вӑйлӑ пулсассӑн, кашни ҫын хӑй ӑс-тӑнӗн тепӗнче темле пуянлӑх та тупма пултарать, хӑйӗн ӗҫне хӑй ӑсӗн халиччен курӑнман ҫутипе ҫутатса илемлетет.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ унӑн шухӑшлӑ пит-куҫне йӑваш кулӑ йӑлтӑр ҫутатса илнине асӑрхаса юлма ӗлкӗртӗм.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шыв уҫлакана хӑлхинчен пӑртӑм, — куҫӗсене кӑштах ҫутатса, хӑй шӳтлерех калаҫнине палӑртрӗ вӑл.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫул юппинче, ҫӳллӗ юпасем ҫинче, кӑвакарчӑн читлӗхне аса илтерекен пӗчӗк ҫурт сенкер кантӑкӗсене ҫутатса ларать.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗр тӗрлӗ чечек ырӑ шӑршӑ кӑларса, сывлӑша тӗрлӗ тӗспе ҫутатса ӳсет кантӑк айӗнчи ӑшӑра.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Уйӑх тавралӑха ҫутатса ярсан, Георгий Нинӑна аллинчен тытрӗ, куҫӗсенчен пӑхрӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сасартӑк вӑрманта хӗвел ҫутатса ячӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

20 — 30 ҫулсенчи малта пыракан вырӑс поэзийӗн лайӑх енӗсене тытса пырса, Огарев халӑх пурнӑҫне тӗрӗс сӑнласа кӑтартнӑ, малта пыракан вырӑс интеллигенцийӗн ӑс-тӑнӗпе революциллӗ туртӑмне илемлӗ майсемпе ҫутатса панӑ.

Help to translate

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Содержанипе формӑ ыйтӑвне Хусанкайӑн «Аптраман тавраш» поэмине, Ухсайӑн «Кӗлпук мучи», «Ҫул» поэмисене тата ыт. произведенисене тӗпчесе кирлӗ пек ҫутатса пама пулать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Иванов чӑваш пурнӑҫне халӑх шухӑшӗн ҫутипе ҫутатса панӑ чухне «Нарспи» поэмӑра «турӑ ҫырни» мӗне пӗлтернӗ пирки шухӑшласа пӑхман, ҫав шухӑша тиркесе тӑман.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ӑна вӑл халӑхӑн малта пыракан шухӑш-кӑмӑлӗ енчен пӑхса, вырӑс литературинчи прогрессивлӑ ҫыннисен шухӑшӗсене ӑса хывса ҫутатса ҫырнӑ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӑл хура каҫ сӗмлӗхне ҫутатса ячӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑнастир хӳминче, ҫуртӗнче Ҫуртасем ҫунаҫҫӗ ҫутатса, Майра патша кӑмӑл кӳнинче Выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ алхасса.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ку ҫутатса илнӗ тапхӑрта эпӗ те тавралӑха хытӑрах тинкерсе юлма тӑрӑшатӑп, тӑшман енне тимлӗп сӑнатӑп.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тапхӑр-тапхӑр кӑна нимӗҫсем сывлӑшалла ракетӑсем персе яраҫҫӗ те тавралӑха ҫутатса илеҫҫӗ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Акӑ пӗлӗтелле фашистсем енчен симӗс, кӗрен ракетӑсем ҫиҫсе хӑпарчӗҫ те нейтральнӑй тӑрӑха ҫутатса ячӗҫ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ракетӑсем пирӗн ҫине вӗҫсе иртнӗ чух унӑн лӑпкӑ тӗлӗрен сӑн-питне ҫутатса илчӗ, вӑл кӑвак куҫне хуллен уҫрӗ те каллех хупрӗ…

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кӳле хӗррипе тухма каллех юрамасть: тӑшман аякранах курма пултарать, ҫӗрле ӑна фашистсем прожекторпа ҫутатса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed