Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Тата каланӑ вӗсене: ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и? ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара?
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ман ҫутаткӑҫа ҫутатӑн; Туррӑм манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать.29. Ты возжигаешь светильник мой, Господи; Бог мой просвещает тьму мою.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫутаткӑҫа акӑ ҫапла тунӑ: ӑна ылтӑнран хывса-ҫапса тунӑ, тунинчен пуҫласа чечекӗсем таранах хывса-ҫапса тунӑ; ҫутаткӑҫа Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа кӑтартнӑ евӗрлӗ тунӑ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Елеазара — Аарон священник ывӑлне — ҫутаткӑҫа ямалли йывӑҫ ҫӑвӗ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли, яланах кӳрсе тӑракан тырӑ-пулӑ парни тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ памалла, — пӗтӗм кӗлӗ чатӑрӗ, ун ӑшӗнчи мӗнпур япала, сӑваплӑ вырӑнпа унти мӗнпур хатӗр-хӗтӗр унӑн аллинче пулмалла, тенӗ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр; 3. ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 4. ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21. тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22. улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр; 38. ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту]; 39. ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35. ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36. улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1