Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тёма умӗнче, сӗм тӗттӗмлӗхӗн тӗпсӗр тарӑнӑшӗнче, темле инҫе панорамӑн хӗсӗк те тарӑн ҫурӑкӗ пек ҫутӑ, ҫемҫен йӑлкӑшса илчӗ; ҫурри ҫӗрсе кайнӑ пусӑ пурин пӗренисем пур енчен те лӑках мӑкланнӑ; вӗсен лӑймакаллӑ та шӑршлӑ ҫийӗ тӗкӗр пек йӑлтӑртатса ҫуталать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Чан ҫапакан пӳлӗмӗн витӗрех курӑнакан чӳречи пӗрре хупланать, тепре уҫӑлать, унӑн ҫӳллӗ чӳречи пӗрре ҫуталать, тепре тӗксӗмленет; е ун витӗр пӗлӗт курӑнать, е темле мӗлкепе хупланать.
II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ытти чухне ялан тӑрмаланчӑк ҫӳҫне халӗ сар ҫу сӗрнӗ те, йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫуталать, ӑна те хӑй, те арӑмӗ, те хӗрӗ питӗ тӑрӑшса тураса якатнӑ!
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унӑн шӑнса кӳтнӗ пичӗ ҫинче киленӗҫлӗ савӑнӑҫ та ҫуталать пек.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унӑн хура платйи ҫинче яланах Урал чулӗнчен касса кӑларнӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫуталать.И всегда на ее черном платье сияла маленькая звездочка, выточенная из уральского камня.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тавралӑх пур ҫӗрте те каҫ пулас умӗнхи тӗспе ҫуталать, тӳпе хӗрелме пуҫланӑ, ҫил ҫӗкленнине пула чӗтрекен ҫулҫӑсем тӗрле тӗслӗн ялтӑртатаҫҫӗ; инҫетри кӳлӗсенчи шыв шӑратнӑ ылтӑн тӗслӗн чӳхенет; садра хӑшпӗр тӗлте лартса тухнӑ хӗрлӗрех башньӑсемпе беседкӑсем тӗксӗмленекен йывӑҫсем хушшинче ытларах палӑрма пуҫларӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Лизукпа Палюк кулни час-час илтӗнме пуҫлать, ман сӑн ҫуталать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫамрӑклӑх унра ҫӑлкуҫ пек тапса тӑмасть; лӑпкӑ ҫутӑпа ҫуталать.Молодость не кипела в нем ключом; она светилась тихим светом.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑрман ҫийӗн кашни самантрах пӗлӗт ялтлатса ҫуталать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Уйӑхсӑр тӳпе ерипен ҫуталать, турат хушшипе ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ.Безлунное небо слабо сияло, звёзды поблёскивали сквозь ветви.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫуталать хӗрлӗ ҫӗнӗ шлем.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тахӑшӗ тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ пулас: пӗр йӗнер йӑрани ҫумӗнче тислӗкпе хутӑш хытса сарӑхнӑ юр халӗ те ирӗлмен-ха, ун айӗнче кӑштах шыв йӑлтӑртатса ҫуталать.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав вӑйпа пин-пин лампа ҫуталать, моторсем ӗҫлеҫҫӗ, пурнӑҫ пуян та илемлӗ пулать, эсӗ ӗнтӗ ҫав вӑйӑн хуҫи! —
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫул айккинчи юра анчахрах ӑшӑ тӑнӑ ҫанталӑк ирӗлтерсе пусӑрӑнтарнӑ, унӑн ҫӳхе пӑрлӑ сийӗ курӑк тунисенчен ҫакланса тӑрать, уйӑх ҫутинче пурӑ ҫӑнӑхӗ тӗсӗпе тӗлкӗшсе, пин-пин хӗлхемлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӗре ирхи сывлӑш сӑрхӑнса нӳрлентернӗ йӗри-тавра ҫемҫе курӑк кӗрен тӗспе ҫуталать, кӗр умӗн яр-уҫҫӑн сарӑлса сӗткенленнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем хӑйсен ӗмӗрӗ часах иртесси ҫинчен систернӗ пек хумханаҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑх-ха: Дон ҫуталать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗн чухлӗ ытларах ҫутӑлса пырать, тавралӑх мӗн чухлӗ ытларах ҫуталать, Ирина чӗри те ҫавӑн чухлӗ хытӑрах тапать, — ӑна икӗ тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑм ҫавӑрса илчӗ: савӑнӑҫлӑ та, шиклӗ те пек; ун пеккине вӑл халиччен те курманччӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Яша пиччен тарланӑ пичӗ ҫинче ҫаплах кулӑ ҫуталать.На потном, закоптелом лице дяди Яши гуляла его неистребимая улыбка.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.