Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмне (тĕпĕ: ҫурӑм) more information about the word form can be found here.
Арӑмсен ҫурӑмне тӗрлӗ тӗспеле эрешлесе пӗтернӗ сурпан пуҫӗсем тата пуҫ тутри вӗҫӗсем хупланӑ.

Help to translate

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмӑн пуҫне, мӑйне, ҫурӑмне пӗтӗмпех хуплакан сурпан та вӗсен шутне кӗрет.

Help to translate

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл Актай ҫурӑмне кӑшт курса юлчӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӗпритун, пиншакне хывса, кӗҫӗтекен ҫурӑмне кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, улпут патӗнче вунпилӗк ҫулхи ача чухнех ҫурӑмне авма лекнӗ пултӑр.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗлен пулӑ хура ҫурӑмне кӑтартса ишсе иртрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Сив шыв лартрӗ те умне, Эхлетсех ислетрӗ хӑйӗн Хир пек анлӑ ҫурӑмне.

Help to translate

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Темле тӗлӗнмелле шалти вӑй-хӑватпа вӑл ҫӗкленчӗ, ыратакан ҫурӑмне аран-аран тӳрлетрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗн тем пысӑкӑш кукӑр чӗрнеллӗ урисемпе пӗр-пӗр лаша ҫурӑмне пӑталаса илесшӗн пулчӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ун сӑнӗ курӑнмасть (эп президиумра юлашки ретре ларатӑп), ҫурӑмне ҫеҫ куратӑп.

Help to translate

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем самаях йӗпетнӗ йывӑҫран ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Славик ҫурӑмне мечӗк пек пиҫӗ япала сӗртӗнсе илчӗ те, ҫӗре Эльвира сиксе анчӗ, кукленсе ларса, платйипе туртса тӳрлетрӗ, пӑлханса кайнӑ арҫын ача ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑнн! пӑхрӗ, кӑмакаран тытса, авӑнчӑк ҫурӑмне кӑштах тӳрлетрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Уҫӑ чӳречерен илемлӗ музыка янӑраса тухать тата сарлака ҫурӑмне тул еннелле туса пӗр ҫын ларни курӑнать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах мӗншӗн хӗрарӑм пӗрмаях ҫурӑмне ҫеҫ кӑтартать!

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫурӑмне темле шӗвӗр муклашка ӳтпе шӑмма ыраттарсах тӑрӑннӑ пирки авкаланса-кукленсе ахлатрӗ, ал лаппипе хыпашла-хыпашла хӑйне мӗн ыраттарма пултарнине шырарӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗремӗк ҫисе пӗтернӗ ҫӗре Изамбаев ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Испуханов ҫурӑмне вӑл ачашшӑн, ҫемҫен сӑтӑрчӗ, хӗрарӑмӑнни пек ҫепӗҫ пӳрнисем ӳт-пӗве канлӗн сӑрӑлтаттара-сӑрӑлтаттара илчӗҫ, ыррӑн кӑтӑклантарса килентерчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хайхискер эхлете-эхлете ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫурӑмне Испуханов еннелле ҫавӑрчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Практика хыҫҫӑн института таврӑнсан Моляков Ирӑпа темиҫе хутчен те калаҫма хӑтланчӗ, анчах лешӗ: «Ултавҫӑсене эп тӳсме пултараймастӑп!» — текенскер кашнинчех ҫурӑмне кӑна кӑтартрӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed