Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лётчик ҫав тери хыттӑн хирӗҫлерӗ, бинтсене ҫурса тӑкма пулчӗ, ҫавӑнпа та полковник аллипе сулчӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса, шӑл витӗр: — Юрӗ, ан тивӗр, кунтах пултӑр, — терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл манӑн пӗрремӗш допросрах ҫурса пӗтернӗ кӗпене ҫунӑ, сапланӑ, кӗпе йӑлтах таткаланса пӗтсен, ман ҫине хӑй кӗпине тӑхӑнтартнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унтан хӑй патне таврӑнса эпӗ вилни ҫинчен малтанах ҫырса хунӑ рапортичкӑна ҫурса пӑрахнӑ та, пӗлекен ҫын хисеплесе каланӑ пек: — Этем мар ку, лаша! — тенӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах Алексей сасартӑк, ҫурри ҫырнӑ сӑмах ҫинчех чарӑнса тӑчӗ, шухӑша кайрӗ те хӑй ҫырнине ҫавӑнтах лутӑркаса ҫурса тӑкрӗ.Но вдруг Алексей оборвал на полуфразе, задумался, с ожесточением скомкал и разорвал написанное.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ ҫӳлтен чуна ҫурса яракан сасӑ илтӗнчӗ, унтан вара, кисточка ҫинчен хура тумламсем сирпӗннӗ пек, темиҫе бомба ҫӗрелле вирхӗнчӗҫ те аялалла аннӑҫемӗн пысӑклӑнсах пычӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пур ҫӗрте те персе пушатнӑ гильзӑсем, пулемёт лентисем, таптаса лапчӑтнӑ взрывательсем, юнланнӑ кӗреҫесем, япала хутаҫҫисем, ҫурса пӑрахнӑ ҫырусем, документсем выртнӑ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пур ҫӗрте те пенӗ гильзӑллӑ пулемет лентисем, нимӗҫсен лапчӑнса лутӑрканнӑ фляжкисем, цинкран тунӑ йывӑр тӑхаллӑ сӑран снаряжени татӑкӗсем, ҫурӑлман минӑсем, татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса пӗтернӗ нимӗҫ плащ-палаткисем, юнланнӑ пир татӑкӗсем, фотокарточкӑсем, открыткӑсем, нумай пулмасть ҫапӑҫу пулса иртнӗ хирте яланах тӗл пулакан ытти ҫӳп-ҫап йӑваланса выртнӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавна пула йытӑсемпе кушаксем, вӗҫен кайӑксем михӗсемпе хутаҫсене ҫурса ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Сасартӑк шӑплӑха ҫурса пӗчӗк ача сасси янӑраса кайрӗ.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ман шутпа, ку лару-тӑрӑва питӗ ансат татса пама пулать: сирӗн вӗсене ӗҫ-пуҫ мӗнлерех аталанса кайма пултарасси пирки каламалла ҫеҫ, вара вӗсем хӑйсен хутне каялла илсе сирӗн умӑртах ҫурса тӑкӗҫ.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Аннӳне хӗрхен хуть, атя улмана ҫурса пӑрахатпӑр.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗччен хӗрарӑма старик пыра-пыра пулӑшрӗ: хӗлле юр хырса парать, вутӑ ҫурса парать, шӑпӑр аври лартса парать, пӳрт тӑрри юсаса парать.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Эсӗ ҫурса пӑрахмарӑн-и ҫав кӗнекене?
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем тӑрук влаҫ ҫунатти айӗнчен, ӑшӑ-ӑшӑ йӑвасенчен, ҫумран е ҫӳлтен тӗкӗ пуртан параппан ҫапса тапса тухрӗҫ, влаҫ пуканӗсене пурлӑх пухмалӑх йышӑннӑ хыҫҫӑн хӗрлӗ кӗнекесене куҫӑн-кӗретӗн ҫурса таткаларӗҫ, унччен ырӑ сунса партбилет тыттарнисене хирӗҫ политрепресси кампанине чӗртсе яма кӑшкӑрашрӗҫ.
Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011
Гимнастерка айӗнчен тӑхӑннӑ кӗпине ҫурса илсе пӗтӗмӗшле юнпа хупланнӑ пичӗ-куҫне, кӳлепине шӑлма пуҫларӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
«Кунта эпӗ ир пуҫласа каҫчен ӗҫлетӗп, вӑл тинӗс хӗрринче юрату сӑввисем ҫырса выртать», — тарӑхса кайнӑ арӑм, ҫырӑва вуласанах ҫурса тӑкнӑ.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫӑмламас тутӑрне ҫурса ятӑм, хамӑн тӑпӑрча хӗрхенмесӗр пӗрех лачлаттартӑм.Порвала её пуховый полоток, не пожалела свой творог шлепнула.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
14. Ҫавна илтсен Варнавӑпа Павел апостол хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ: 15. эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла?
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.