Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарма (тĕпĕ: ҫунтар) more information about the word form can be found here.
Анчах пӗлсе тӑр, Марье, эпӗ кунта лаша вити ҫунтарма та, Хрисана ҫаратма та килмен, сире тавӑрма килтӗм!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук чӗрине хуняшшӗ пӑрахса кайни те ҫунтарма чарӑнманччӗ-ха, амӑшӗ тертленни унӑн тӳсӗмне татрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васелиса Петровна хӑйсемпе пӗрле пурӑнма уҫӑ кӑмӑллӑ та вашават, сӑнӗпе те пӗвӗпе темле каччӑн чунне те ҫунтарма пултаракан, пурнӑҫ ӑнлавӗ те пысӑк хӗр килнӗшӗн хӗпӗртерӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗ вӑхӑтра кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма юраманнине халӑхпа тӗл пулсан ӑнлантаратпӑр.

Help to translate

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Йӑван мульҫана кӗрсен, пуппа майра мульҫане ҫунтарма пырсассӑн Йӑван ҫилхепе хӳрене ӗнтрӗ тит те — лаша пырса мульҫана тапса ҫӗмӗрчӗ тит те, вар[а] Йӑван тухрӗ тит.

Когда Йыван зашел в баню, пришли и майра с попом, чтобы поджечь баню. Тогда Йыван взял волос с гривы и волос с хвоста лошади и сжег их — как тут же прибежала лошадь, лягнула и разрушила баню, и вышел оттуда Йыван.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Виҫ енчен виҫ пулеметпа пенӗ пек тытӑнаҫҫӗ ҫунтарма, тӳсме ҫук!

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Йывӑр пулнӑ ӑна Бианка пирки сӑмах хускатма, ӑшне ҫӗнӗрен ҫунтарма тытӑннӑ хуйхипе ҫын умӗнче тӑма.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫур ҫӗр иртсен, Верука вӗри ҫунтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав кунтан пуҫласа асӑннӑ йышӑнӑва пӑрахӑҫа кӑлариччен кӑвайт чӗртме, тӗтӗмлесе тӗрлӗ апат хатӗрлеме, вӑрманта е ун ҫывӑхӗнче, ял-хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем патӗнче ҫӳп-ҫап тата типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.

Help to translate

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Ҫав кунтан пуҫласа асӑннӑ йышӑнӑва пӑрахӑҫа кӑлариччен кӑвайт чӗртме, тӗтӗмлесе тӗрлӗ апат хатӗрлеме, вӑрманта е ун ҫывӑхӗнче, ял-хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем патӗнче ҫӳп-ҫап тата типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.

Help to translate

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Округ шайӗнчи канашлусенче, хаҫатра ҫуркунне пуҫланнӑранпах типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юраманни пирки чан ҫапаҫҫӗ пулсан та ҫакӑн пек тӗслӗхсемпе ҫине-ҫинех тӗл пулатпӑр.

Help to translate

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Муниципалитет округӗн администрацийӗн административлӑ право йӗркине пӑснин тӗлӗшӗнчи ӗҫсене тишкерессипе тимлекен комиссин апрелӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ ларӑвӗнче те типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма чарнин тӗлӗшпе республикӑра ҫирӗплетнӗ хӑрушсӑрлӑх режимне пӑхӑнман ҫынсен пирки ҫырнӑ протоколсене пӑхса тухма тивнӗ.

Help to translate

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Вӑл, Герасим Федотовича тарӑхнӑскер, хӗрне ҫунтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Испуханов шухӑшне ӑнланнӑ пек ҫанталӑк майӗпен уяртрӗ, хӗвел хӗртсе ҫунтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Типӗ курӑка ҫунтарма юраманнине темшӗн хӑшӗ-пӗри ҫӑмӑлттайла йышӑнать.

Help to translate

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпӗ айӑплӑ мар, пире капитан сирӗн ялӑра ҫунтарма хушрӗ!» тет.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.

Отныне в лесу и неподалеку от него нельзя будет разводить костер, нельзя жечь мусор.

Пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34728.html

Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ӑна ҫунтарма манӑн автомат пур, Кирукӑн — винтовка.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed