Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурхи тулӑ пучах кӑларнӑ вӑхӑтра пӑр ҫунине ваттисем те ас тумаҫҫӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Плаки аппа мана пуҫа сӑтӑркаласа, хыҫкаласа ҫунине аран-аран тӳссе ирттертӗм.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Юрӗ, ыттине кайран каласа пӗтерӗн, — тенӗ юлашкинчен Гаврилов Мӗтри чӑвашла тӳре-шарасен мӑшӑр лаша кӳлнӗ тимӗрлӗ ҫунине ҫавӑрса тӑратса.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тепӗр кунне вӑйлӑ ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑр Тутаркаса хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ машинипе райком секретарӗ вӗҫтерсе ҫитрӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Юнус халь кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкекрен хӑтӑлассишӗн хӑйӗн хыҫлӑ ҫунине ҫеҫ мар, чи лайӑх урхамахне пама та хатӗр пулчӗ.
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Утӑ ҫунине тӑратса лартасси час пулас ҫук тесе, ытти лавҫӑсемпе пуҫтарӑнса юр хырса ҫул туса патӑмӑр ҫавсене.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сӑнне ҫухатнӑ симӗс карта леш енче, ҫумӑр ҫунине тата ҫӗрлене пӑхмасӑр, кӗтсе илме пынисем чӑтӑмлӑн тӑраҫҫӗ.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тепӗр кун, ҫумӑр, юлхавлӑн пулин те, витӗр ислетмеллех ҫунине пӑхмасӑр, Крапивин ир-ирех Йӗпреҫе тухса кайрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Зиновьев шарлаттарса ҫумӑр ҫунине, аслати кӗмсӗртетнине, Ленин Кольӑпа калаҫнине пӗтӗмпех итлесе выртрӗ.Зиновьев слышал шум ливня, раскаты грома, разговор Ленина с Колей.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавӑнта вара кушаксемпе йытӑ виллисен шӑршине шӑршласа, ҫумӑр ҫунине тата ҫил вӗрнине итлесе, эпӗ часах университет маншӑн — фантази, пурӑнӑҫа кӗрес ҫук ӗмӗт пулнине, эпӗ Персие кайнӑ пулсан ӑслӑрах ӗҫ тума пултарнине тавҫӑрса илтӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Урам урлӑ улпут ҫуртӗнчен пуҫласа кантур патне ҫити кӑшт чалӑшларах май хӑмасем выртаҫҫӗ: ку питӗ усӑллӑ асӑрхаттару, мӗншӗн тесен пирӗн хура тӑпрана тата тӑтӑшах ҫумӑр ҫунине пула ҫав тери хӑрушла пылчӑк тӑрать.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Ҫунине мӑшӑр хӑрах ҫӳрен лаша кӳлнӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Почтальон пӑлансене шӑварнӑ, ҫунине тӑратса лартса ун ҫумне хӑйӗн вӑрӑм туйине ҫыхнӑ, туйи вӗҫне хӗрачан пионер галстукне ҫакса янӑ, хӑй вара ҫуна патӗнчи юра купаласа хытарнӑ та ҫавӑн ӑшне почтине чикнӗ, пӑланӗсене вырттарнӑ, вӗсем ҫумне хӗрачапа иккӗшӗ те ҫаттӑн кӗрсе выртнӑ.
Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Ҫил вӗрнине, юр-ҫумӑр ҫунине, шыв шӑнкӑртатнине, ҫулҫӑ шӗпӗлтетнине — пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗр калаҫнине, хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑр ҫутине илтет-курать-тӗк, ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ вӑл, ӗмӗр-ӗмӗрех сывӑ этем.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Малтанхи юр ҫунине переменӑра курӑр, ӗлкӗрӗр-ха ӑна ыр сунма!— На перемене посмотрите на первый снег, поздороваетесь с ним.
Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Пурте чӳречесенчен пӑхрӗҫ те тулта малтанхи юр ҫунине курчӗҫ.
Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Унтан хӳмери хушӑк патне пытӑм та Илюха амӑшӗ килхушшин-че кӗпе ҫунине пӑхса тӑтӑм.Потом смотрел в щелку забора, как Илюхина мать стирала во дворе белье.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Загорулько танкӗ хӑйне пӑхнине, ҫунине, кашни винтне шӑлса тасатнине тата хире, инҫе ҫула илсе ҫӳренине юратнӑ.
Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ҫав кун каҫпа, ҫуркуннехи ҫумӑр шарлаттарса ҫунине пӑхмасӑрах, Зубавинпа юлташӗсем машина ҫине ларчӗҫ те Первомайски урам вӗҫне, ту енне, ҫитсе чарӑнчӗҫ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.