Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырма юхать кӗрлесе Аслӑ ялӑн ҫумӗпе, Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе Вылять унӑн шывӗпе.
Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Вӗсен ҫумӗпе, каччӑсене хӑйсен маттурлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, хӗрсем каялла-маялла чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем темле пахас мар тенӗ ҫӗртенех арҫынсем ҫинелле куҫ хывса илеҫҫӗ, Галимджанпа Арифулла вара вӗсене асӑрхамаҫҫӗ те темелле.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине правлени ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне вӑл Гариф Ятман пӳлӗмӗнче ларнине курчӗ.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Курмастӑр-им, сирӗн пата экскурсантсем килнӗ! — Левентей вӗсене ял ҫумӗпе иртекен мӑн ҫул ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Пирӗн ял ҫумӗпе чугун ҫул иртет.
Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/
Чи малтан, вӗсен ҫумӗпе иртнӗ чухне, ҫамрӑк хан тыткӑна илнӗ мӑрсасене палламастӑп-и тесе тинкерсе пӑхрӗ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Остров ялӗ ҫумӗпе иртнӗ чух аслӑ князь макӑрмасӑр та чӑтаймасть: ун керменӗ пулнӑ вырӑнта вутпа ӗнсе хӑрнӑ йывӑҫсем ҫеҫ тӑлӑххӑн лараҫҫӗ.
4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑнах, — телефон юпи ҫумӗпе иртнӗ чух ун сассине тимлерӗ Эльгеев.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл хапхаран тухса хӳме ҫумӗпе вӑрманалла упаленчӗ.
14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗвӗ, ҫӗр ҫумӗпе хуллен ҫеҫ ярӑнса вӗҫекен кайӑк пек, татӑли-татӑлми юхать, чӗрене кайса тивсе ҫынна ирӗксӗрех шухӑша ярать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юлан утсен тикӗс тӗкме ҫумӗпе йӗркеленсе тӑрать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Жигули сӑрчӗсем ҫумӗпе пӑрахут иртсе пынӑ чух шӑпчӑк юррисем тем тӗрле илемлӗн вылянса янрарӗҫ пулин те, Соньӑн чунне ҫемҫетеймерӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эли шканц ҫинче тӑрать, Род вара «вак-тӗвекшӗн чӑнласах куляннӑшӑн» Стара ҫилленмех хатӗр, капитанпа пӗрле ун ҫумӗпе иртнӗ чухне юриех хыттӑн калаҫать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Кавалери казармисен ҫумӗпе иртсен автомобиль сулахаялла, хула хӗрринчи тӗксӗм ҫутӑсем патнелле вирхӗнчӗ, пӑрӑнчӑксенче руле хиврен пӑркала-пӑркала Безант эрттеле ҫул пуҫламӑшне илсе ҫитерчӗ; кунта сӗм тӗттӗмре йывӑҫсемпе хупланнӑ пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт ларать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биче аялта, стена ҫумӗпе, пынӑ ӗнтӗ, хапха патнелле утнӑ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав тери селӗм пӳллӗ ҫак кӗлетке эпӗ пырса ҫитсенех зал алӑкӗнчен кӗрсен сулахай кӗтесри диван ҫинчен ҫӗкленчӗ; тӑрӑхла сӗтел ҫумӗпе иртнӗ чух вӑл унран перӗнчӗ, ҫавӑнпах лекнӗ вырӑна самантлӑх тӗсерӗ те хыпалансах ман пата чупса пычӗ, пуҫне ҫепӗҫҫӗн сулланӑ май чарӑнса тӑчӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак эрнере Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе икӗ километра яхӑн тӑршшӗллӗ «хӑрушлӑх кӑларма пултаракан» чи пысӑк астероид иртсе кайӗ, ӑсчахсен шучӗпе вӑл пирӗн планета патне питӗ ҫывӑха вӗҫсе пырӗ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ патне пысӑк астероид ҫывхарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31927.html
Ҫӗр ҫумӗпе эрнекун чи пысӑк астероид вӗҫсе иртӗ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ патне пысӑк астероид ҫывхарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31927.html
Веранда ҫумӗпе пыратӑп, ун хӗрринче кӗтмен ҫӗртен ҫурма ҫутӑ хӗрарӑм пӗшкӗнсе тинкерчӗ те мана шӑппӑн чӗнчӗ: «Эсир-и, Сульт?» — сасси юратуллӑ, кӑштах шиклӗ те чӗтренчӗк.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗрарӑмсен вӗтӗ-вӗтӗ утти, арҫынсен йывӑр пусӑмӗ манӑн алӑк ҫумӗпе чӑшӑлтатса иртрӗҫ, тахӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн каларӗ те — пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.