Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулма (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
Ӗҫҫинче, килтисем пурте е утӑ ҫулма, е тырӑ вырма кайнӑ чух, анне мана Иван пичче патне хӑваратчӗ.

Help to translate

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрсем утӑ ҫулма текех каймаҫҫӗ…

Help to translate

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каятчӗҫ.

Help to translate

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ, Умӗсене шурӑ саппун ҫакаҫҫӗ…

Help to translate

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Чечексем ут ҫулма тухсан е ҫур тырри ҫумланӑ вӑхӑтра куҫ тӗлне пулнӑ.

Цветы видел только на сенокосе да на прополке.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утӑ ҫулма кайсан куртӑм та…»

На сенокосе я ее того, заприметил…

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗлӗксенче те, утӑ ҫулма килсен, ҫулсеренех пулла ҫӳренӗ Ухтиван.

Ухтиван ни в один сенокос не упускал случая порыбачить.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп санпа утӑ ҫулма каясси ҫинчен ҫех калаҫрӑм, урӑх ним ҫинчен те тапратман.

Я с тобой про сенокос толковал и ни о чем другом.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн-и?.. Тепӗр эрнерен каймалла-и унта… Утӑ ҫулма?» — тет юлашкинчен Яриле утма чарӑнса.

— Думаю, того… На той неделе, думаю… Косить время, думаю, — не выдерживает Яриле и начинает разговор сам.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыраш вырса пӗтмен-ха, ӗнтӗ ыранлӑ-тепӗркунлӑ пӑрҫа та ҫулма пулать, урпа та йӑлтах хытса ҫитнӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ ҫулма пӑрахас умӗнхи юлашки ӑмӑрту пырать.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем ҫулма пӑрахаҫҫӗ те, ҫависене хулпуҫҫи ҫине хурса, ыттисем патне пыраҫҫӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм малтан иккӗленсе тӑчӗ, унпа тан ҫулма пултараймӑп, терӗ, анчах ҫавӑнтах, халь ӗнтӗ турткалашма, пӗр алла тытнӑ ҫавана пӑрахма юраманнине туйса илсе, каҫалӑк умне тӑчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак Анушка ҫава аврине ик аллипе тытрӗ, ак пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн ыткӑнса сулса ячӗ, вара, хавхаланса, пӗр чарӑнмасӑр ҫулма пикенчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тытӑр та ҫава, пуҫлӑр ҫулма.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тӑрӑшарах ӗҫленӗрен-и е Марине ӑна юри кӗтерех панӑран, акӑ вӗсем танлашрӗҫ, унтан вара иккӗшӗ те тата пикенерех ҫулма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ ялӗ те утӑ ҫулма пӗр кунхине тухнӑ, ӗҫлессе те пӗр вырӑнтах ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та икӗ ял ҫыннисем ҫырма урлӑ пӗр-пӗрне чӗнни те илтӗнкелет.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫырман икӗ айккипе те пӗрремӗш кун утӑ ҫулма тухнӑ халӑх хӗвӗшет.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Утӑ ҫулма кӑнтӑр кунӗнче каяс пулать.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утӑ ҫулма тухмалла, унтан ыраш пулса ҫитет.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed