Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.
Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr
«6. Муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма паракан дотацисен калӑпӑшне черетлӗ финанс ҫулӗ тата планпа пӑхнӑ тапхӑр валли палӑртнӑ чухне муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштармалли шутласа палӑртакан критери пӗлтерӗшне Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетнӗ критери шайӗнчен пӗчӗкрех шайра палӑртма, ҫавӑн пекех муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма кашни муниципаллӑ район (хула округӗн) бюджетне черетлӗ финанс ҫулӗнче тата планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн пӗрремӗш ҫулӗ валли уйӑрса паракан дотацин виҫине, ҫак статьян 4-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн дотацине пӗтӗмпех (унӑн пӗр пайне) физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налукран муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджечӗсене куҫарса памалли хушма нормативсемпе улӑштарассине шута илсе, Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджетӗнче черетлӗ финанс ҫулӗ тата планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн пӗрремӗш ҫулӗ тата тивӗҫлӗн иккӗмӗш ҫул валли ҫирӗплетнӗ дотацин виҫинчен пӗчӗкрех шайра палӑртма юрамасть, ҫак тӗслӗхсенчен пӗринсӗр пуҫне:
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Очаков стенисем патӗнче (1728 ҫул), Варшава ҫывӑхӗнче (1794 ҫул), Итали хирӗсенче те Альп тӑвӗсем ҫинче (1799 ҫул), Австрире (1805 ҫул), ҫӗнӗрен Польшӑра (1806 — 1807 ҫулсем), Финляндире (1808 — 1809 ҫулсем) тата Дунай хӗрринче (1809 ҫул) Багратион Суворовпа Кутузов ертсе пынипе поляксене, туроксене, шведсене, французсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
Паркра патша ҫывӑхӗнчи ҫынсен уявсем иртеҫҫӗ (юлашки 1867 ҫулта иртнӗ), халӑх уҫӑлса ҫӳрет (1794 ҫулта Робеспьер вӑхӑтӗнче Аслӑ Существо уявӗ иртет) тата ытти паллӑ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ (1783 ҫулта пӗрремӗш монгольфьера хӑпартаҫҫӗ, 1900 ҫулта Франци мэрӗсен банкечӗ иртет, 1989 ҫулта Франци революцийӗ 200 ҫул тултарнине уявлаҫҫӗ).
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Галлей ҫапла шухӑшланӑ: 1531 ҫултан пуҫласа 1607 ҫула ҫитиччен ҫитмӗл ултӑ ҫул, 1607 ҫултан пуҫласа 1682 ҫула ҫитиччен — ҫитмӗл пилӗк ҫул.
Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«11. Районсенче (хуласенче) ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссисем уйрӑм профилактика ӗҫӗсем туса ирттернипе пӗрлех Федерацин «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем асӑрхавсӑр ҫӳресрен тата вӗсем правӑна пӑсасран профилактика тумалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗн 5 статйин 1-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 4-мӗш, 6-мӗш, 8-мӗш ҫум пункчӗсенче кӑтартнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗ е саккунлӑ ытти представителӗсем тӗлӗшпе вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑк умӗнче ҫул ҫитмен ҫамрӑк тыткаларӑшӗ ҫине япӑх витӗм кӳрекен, правӑна хирӗҫле тата (е) обществӑна хирӗҫле ытти ӗҫсем тунӑ тӗслӗхсенче хистев мерисемпе усӑ курмалли сӑлтав пулса тӑнӑ ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама юраманни ҫинчен тата йӗркене пӑснӑ ҫав тӗслӗхсем право тӗлӗшӗнчен мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен ӑнлантару ӗҫне туса ирттерес ыйтупа йышӑну тума пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен" саккунӗн 3 тата 7 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен" саккунӗн 201 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №61 от 20 сентября 2018 г.
4-мӗш пайра «2018 ҫул валли 849318,3 пин тенкӗ чухлӗ, 2019 ҫул валли 159844,4 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 157579,8 пин тенкӗ чухлӗ» сӑмахсене «2018 ҫул валли 1592954,4 пин тенкӗ чухлӗ, 2019 ҫул валли 178589,7 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 172460,6 пин тенкӗ чухлӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
1-мӗш пайра «2018 ҫул валли 15696960,1 пин тенкӗ чухлӗ, 2019 ҫул валли 12591378,4 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 12434677,1 пин тенкӗ чухлӗ» сӑмахсене «2018 ҫул валли 17513864,4 пин тенкӗ чухлӗ, 2019 ҫул валли 13372291,8 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 13491145,4 пин тенкӗ чухлӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.
Саккун проекчӗ 2031 ҫул тӗлне пенсие тухмалли ӳсӗме 62 ҫултан пуҫласа 65 ҫулччен ӳстерме шутлать, ҫакӑ вунӑ ҫул хушшинче пенси тытӑмӗн финанс шайлашӑвне юсама май парать, анчах та Макрон президент страховани тӳлевӗсен пысӑк срокне кӗртсен чи пысӑк ӳсӗме 64 ҫул таран чакарма хатӗр.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
Вунӑ ҫул, ҫирӗм ҫул, вӑтӑр ҫул, хӗрӗх ҫул иртсен те ачалӑх, шкулта вӗренсе ирттернӗ ҫулсем куҫ умӗнчен каймаҫҫӗ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Кунта вӗсем пӗр-пӗрне ним те чӗнмесӗр чарӑнса тӑчӗҫ те сулахаялла та, сылтӑмалла та — асфальт сарнӑ ҫул ҫине те, ҫӗнӗ хӑйӑр сарнӑ, типтерлӗ ҫул хӗррисене те, ҫул хӗрринчи шурӑллӑ-хураллӑ юпасене те пӑхрӗҫ; ҫакӑнтан, тахӑш тӗлтен, лазутчикӑн ҫӗнӗ ҫулӗ пуҫланса каять, ҫак ҫул вӗсемшӗн халь паллӑ мар-ха.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл вара республикӑра ҫуллен пысӑкланса пырать: 2010 ҫулта вӑтамран 68,5 ҫул пулнӑ, 2015 ҫулта вара виҫӗ ҫула яхӑнах хушӑннӑ — 71,4 ҫул.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
8. Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ: таса марри вӑл ҫулпа ҫӳреймӗ; вӑл пӗр вӗсем валли ҫеҫ пулӗ; ҫав ҫулпа ҫӳрекенсем, пӗлсех каймаҫҫӗ пулин те, аташмӗҫ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапӑннӑ, ӑна хупӑрласа илнӗ, 10. ӑна вӑл виҫӗ ҫултан ҫӗнсе илнӗ: Езекия улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, эппин, Израиль патши Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Самарие парӑнтарнӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ, 52. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ: 53. вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.