Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах арканнӑ, ҫука юлнӑ ял пирки мӗн тумалла?
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Уншӑн ҫука юлмӑпӑр-ха.
XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫука юлас ыйту кӑна хӑратать.
Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html
Вӗсенчен 9 организаци ҫука юлаҫҫе.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY
Ман унта пупа ҫука хӑварасси мар-ха, хам тутӑ пурӑнасси.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫука хӑвармасть вӑл.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл кайран йӑлт ҫука юлчӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каплах пулсан валтиелсем ҫука юласси те часах!
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫак ҫука юлнӑ халӑх тавӑруҫине ҫӗрте авкаланса выртакан путсӗрсем тип-шар кӑтартнӑ иккен.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ялан капла пӗвене тата-тата кайсан ҫука тӑрса юласси те инҫе мар…
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӑх ҫука юлчӗ.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Миҫе мӗльюн ҫын пурнӑҫне татмарӗ-ши, миҫе мӗльюн ҫынна ҫука кӑлармарӗ-ши, миҫе мӗльюн ачана тӑлӑха — «аҫа та ҫиҫӗм хуҫнӑ-ӗнтнӗ хунава» — хӑвармарӗ-ши вӑл?)
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мулне пухма ҫулталӑк, ҫука тухма — ҫур талӑк».
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ҫукран пура тухакан — тупа тан, пуртан ҫука юлакан — ҫӗрпе тан, тенӗ авалах…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ывӑлӗ ашшӗ-амӑшне е хӑйне сиен кӳмелле ӗҫе пуҫӑнас ҫука пӗлет вӑл.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пур-пӗр итлес ҫука ӑнланнипе шарламарӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурлӑхлӑ пурнӑҫран ҫука юласси нимӗн те мар.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр-пӗр кил ҫунса кайсан е урӑх мӗн те пулин ҫавӑн пек инкеке пула ҫука юлсан, ҫак ҫемье таврари ялсене пуҫтарса ҫӳреме тухса каять.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Суйсах мана ҫука хӑваратӑн!
Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Мана пулах аттепе анне ҫука юлчӗҫ…
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.