Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитӗнерех тӗнчипе паллӑ Роналдо е Роналдиньо пек пулма ӗмӗтленет.
Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama
Ача чухне те, ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнче те, каярахпа ҫитӗнерех ҫитсен те эпӗ хамӑн суяс йӑла пуррине асӑрхаман, эпӗ ҫав тери тӳрӗ те уҫӑ кӑмӑллӑччӗ; анчах яшлӑхӑн ҫав малтанхи тапхӑрӗнче тепӗр чух куҫа курӑнман сӑлтавсӑрах ҫав тери теветкелленсе суяс килсе каятчӗ, эпӗ шап та лӑп «теветкелленсе» тесе калатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ суйнине ҫӑмӑллӑнах тытма май паракан япаласем пирки суяттӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑмӑллӑн ҫӳрекен Роберт ӗҫе хӑйӗнчен ҫитӗнерех панӑ та вӑйлӑрах, анчах меслетне пӗлеймен юлташӗсенчен ҫӑмӑлтарах тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑшт ҫитӗнерех панӑ хӗрачасем, плошадӗн тепӗр кӗтессинче карталанса, ҫинҫе те хӑюсӑр сассисемпе вӑйӑ калама пуҫланӑ та ӗнтӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑн ӗнтӗ, этемӗн пурнаҫӗнчи пысӑк событисем ҫакӑн пек йеркеллӗ килсе тӑмаҫҫӗ, анчах этем, унӑн ӳсӗмӗ тӗрӗс аталанса пырать пулсан, хӑй пурнӑҫӗнчи кашни хирӗҫтӑру умне ҫитӗнерех, ӑслӑрах, чӑнлӑха лайӑхрах пӗлекен пулса тухса тӑрать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав хушӑрах вӑл этем пурнӑҫӗн вӑрттӑнлӑхӗпе паттӑрлӑхӗнче темӗнле тата пысӑкрах тупсӑм пуррине туйрӗ, хӑй те ҫавна тӗпӗ-йӗрӗпе ҫавӑрсах илеймесессӗн те, халичченхинчен ҫитӗнерех панине куҫларӗ.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
- 1