Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата Паня ҫакӑнтан питӗ хӑранӑ: комбайнерӑн хӗрлӗрех вӗтӗ ҫӑмпа витӗннӗ хӑмӑр пысӑк аллисем халех ачан пӗчӗк аллисене вӗри штурвалтан асӑрхануллӑн, анчах хӑюллӑн уйӑрса илӗҫ те, хӑнӑхса ҫитнӗскерсем, штурвала лӑпкӑн та ҫирӗппӗн тытӗҫ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вун тӑватта ҫитнӗскерсем, ҫур аки мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
хавассӑр пурӑнӑҫа тахҫанах вӗренсе ҫитнӗскерсем пурӑнаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирӗн полксем, ывӑнса, начарланса ҫитнӗскерсем, пӗр ҫӗрулмипе кӑна тӑранса пурӑнаҫҫӗ», — теҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Выҫӑхса, ывӑнса ҫитнӗскерсем ушкӑнпа апатланма ларсан, ҫакӑ паллӑ пулчӗ: вӑрманӑн янӑравлӑ шӑплӑхӗнче вӗсем пурин ҫинчен те — кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкеке те, пуҫа устаракан йывӑр шухӑшӗсене те — маннӑ-мӗн.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Чечексем те, хӗвел ҫинче хӗрсе ҫитнӗскерсем, шӑршисене виҫӗ хут ытларах сараҫҫӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Выҫса ҫитнӗскерсем сурӑхсене куҫ хывнӑ.
Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.
— «Пурте епле тӑранса ҫитнӗскерсем, йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казаксемпе нимӗҫсем, хӑранипе тискер кайӑк пек пулса ҫитнӗскерсем, ӑҫтан килчӗ унтан пӗр-пӗрне касаҫҫӗ, чикеҫҫӗ: ҫурӑмран, алӑсенчен, учӗсене, хӗҫпӑшалсене…
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Темиҫе нимӗҫ, никам сисмен хушӑра сылтӑм флангран килсе ҫитнӗскерсем, сасартӑк пӗчӗкҫеҫ сарай хыҫӗнчен сиксе тухса килхушшинелле ыткӑнчӗҫ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Выҫӑскерсем, шӑнса кӳтсе, ывӑнса ҫитнӗскерсем, вӗсем ҫак шӑплӑхра вӑхӑта хӗнпе ирттернӗ.Голодные, продрогшие и усталые, они с трудом коротали время в затишке.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь ӗнте вӗсем, хӑюлланса ҫитнӗскерсем, колоннӑна икӗ енчен те хупӑрласа илчӗҫ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хурал тӑнӑ ҫӗрте Клисурӑ халӑхӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех вун саккӑртан пуҫласа аллӑ ҫулалла ҫитнӗскерсем вырнаҫса тухрӗҫ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вара иккӗш те, ывӑнса ҫитнӗскерсем, диван ҫинчи минтерсем ҫине лараҫҫӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах хыҫалтан ун патне пысӑках мар икӗ шуйттан, питӗ выҫӑхса ҫитнӗскерсем пулас, йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ӑна хул айӗнчен ярса тытаҫҫӗ, вӑл ҫухӑрать — анчах кая юлчӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
12. Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ; 13. йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ; 14. вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ священник тата унпа пӗрле пулнисем, суя тӗнлӗ саддукейсем, ӗнтӗ кӗвӗҫсе ҫитнӗскерсем, 18. апостолсене ярса тытнӑ та халӑх тӗрмине хуптарнӑ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Пиллӗкӗмӗш кунхине, тул ҫутӑлсан, Маккавей ҫыннисем ҫирӗм ҫамрӑк, ҫавнашкал усал сӑмах илтсе тарӑхса ҫитнӗскерсем, хӳме ҫине хӑюллӑн улӑхса кайнӑ та тӗл пулакана-пӗрне тискер кайӑкла хаяррӑн вӗлере-вӗлере пӑрахнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫапла вӗсем ҫар чухлех пуҫтарӑннӑ та питех те ҫилленсе-тарӑхса ҫитнӗскерсем йӗркерен тухнӑ, саккунран хӑпнӑ ҫынсене пӗтерсе ҫӳренӗ; чӗрӗ юлнисем, ҫӑлӑнса юлас тесе, суя тӗнлисем патне тарнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.