Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитменлӗх the word is in our database.
ҫитменлӗх (тĕпĕ: ҫитменлӗх) more information about the word form can be found here.
Ҫапах та Илья Семенович ҫӑварне шыв сыпсах пурӑнмастчӗ-ха — хӑйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тӗрлӗ ҫитменлӗх ҫинчен сӑмах пуҫармасӑр тӳсейместчӗ: пурӑнан пурнӑҫра тепӗр чух усалли ыррине ҫӗнтерсе пынине кура чӗри ыратмаллипех ыратнӑ ӗнтӗ тӳрӗ чунлӑ ӗҫчен ҫыннӑн.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ярабаев пек ҫын председательте ӗҫлесен колхозра ҫитменлӗх ӗмӗрне пӗтмест, колхозӗ хӑй пуҫӗпех пӗтме пултарать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек мӗнле ҫитменлӗх те ӗмӗре мар: паян пур вӑл — ыран ҫук.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ыттисемпе танлаштарсан пӗр ҫитменлӗх пур ӗнтӗ: хырӑмӗ пысӑкрах.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах хӑвӑр ҫинчен шухӑшламанни каҫарӑр, ман шутпа, сирӗн ҫитменлӗх вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Ҫынсен сӑнӗсене пурӑна киле манса каяс йӑла пур ман — хӑйне евӗрлӗ ҫитменлӗх ӗнтӗ ку.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Икӗ ҫитменлӗх кӑна.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапах та пӗр ҫитменлӗх пур.

Help to translate

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

— Айӑплӑ, — йӑл кулса илчӗ Ревлен Петрович, — пур манӑн ҫавӑн пек ҫитменлӗх, сӑмаха тӳррӗн калама юрататӑп.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Яшку питӗ тутлӑ санӑн, пӗртен-пӗр ҫитменлӗх ҫеҫ — шӳрпи витӗр Шӑнкӑртам курӑнать.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

«Ҫав-ҫав ҫитменлӗх пирки мӗнле мерӑсем йышӑнтӑр?» тесе хӑлхана йӳҫӗхтерсех ҫитерчӗ.

Help to translate

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Манӑн пысӑк ҫитменлӗх пур: машинӑна юрататӑп.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кӑвак ҫулӑмпа кӗллентӗр тетӗп Пур ҫитменлӗх те тата ытти.

Help to translate

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Пӗр ҫитменлӗх ҫеҫ кансӗрлет ӑна — ваклама юратмасть вӑл.

Правда, не любит разговаривать, молчит себе и молчит.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах пӗр ҫитменлӗх пурри чӑрмантарать: сан пек йӑпшӑнса пурӑнма пӗлместӗп».

Только вот беда: не умею я, как ты. жить украдкой, тайком от всех.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӗлӗк эпӗ мӗнле те пулин ҫитменлӗх курсан, тен, тепӗр чухне чӗнмесӗр те ирттерсӗ янӑ пулӗ, халӗ апла тума юрамасть.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрача пулас, ку, ӗҫре ҫитменлӗх курсан, калама аван мар тесе тӑрас ҫук, — унӑн вутхӗмле ҫиҫсе тӑракан пит-куҫӗ ҫине савӑнса пахрӗ Ятман.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Кудрявцевӑн пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: вӑл тепӗр чух ытлашши йӑваш чунлӑ пулать.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемсӗр пуҫне ҫакнашкал ҫитменлӗх те пур.

Кроме них, существует и такой недостаток.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Вырӑнти парламент сессийӗнче ҫак ҫитменлӗх пирки Елена Голомарева депутат каласа панӑ.

Об этом недостатке на местной парламентской сессии рассказала депутат Елена Голомарева.

Якутире яла интернет кӗртме май паракан сасӑлавра сасӑлаймаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33340.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed