Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмелле (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Ахальтен, лайӑх апат ҫисе пурӑнас пулсан, тахҫанах ӳссе ҫитмелле эс салтак ҫулне.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Станок умне вӑхӑтра ҫитмелле.

Help to translate

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Манӑн Мускава ҫитмелле.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Прогнозпа килӗшӳллӗн бюджетниксен шалӑвӗн вӑтам виҫи 41679,8 пин тенке ҫитмелле.

Help to translate

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

— Паян-ыран сан патна темле хыпар ҫитмелле, Сантӑркка.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Скорӑйпа Рузаевкӑра хамӑр эшелона хӑваласа ҫитмелле ман.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт кӗске ман, каҫа станцине ҫитмелле.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрлех станцӑна ҫитмелле, терӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла вара пирӗн пуйӑспа Хусана ҫитмелле, унтан автобуспа Шупашкара каймалла.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кашни кун шурӑмпуҫпех тӑрса хӑнӑхнӑ ҫулпа ир-ирех утара вӑхӑтра ҫитмелле пулнӑ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ҫӗнӗ касран Вӑрманхӗрри Шӑхаль урлӑ тухса вӑрмана ҫитмелле, малалла Хуравай кӳлли патне, унтан кӳлле шыв илсе ҫитерекен ҫырма урлӑ каҫса хура вӑрмана кӗрсе пӗр виҫӗ километр утмалла.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Директорпа Лидия Ивановна Журавлевӑн паян района ҫитмелле иккен.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Паян унӑн учительсем хатӗрлекен аслӑ шкулта пӗрле вӗреннисемпе ирттерекен тӗл пулӑва ҫитмелле.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр кун инҫе ҫула тухакансен кӑнтӑрла иртсе икӗ сехет тӗлне Ҫатракассине ҫитмелле.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӑштахран Пантее такам: «Паянхи савӑнӑҫ пӗр санӑн ҫеҫ мар, арӑмун та, ҫулталӑкри Света хӗрӳн те. Васкамалла санӑн, хӑвӑртрах киле ҫитмелле», — тесе каланӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Эсир пӗлетӗр-ӑнланатӑр вӗт, пирӗн паян ӗнер кая юлнине хӑваласа ҫитмелле.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кашни кун ӗҫ умӗн те, ӗҫ хыҫҫӑн та хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитмелле.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗҫессе вара какӑричченех ӗҫме юрать, анчах харпӑр хӑй урипех киле ҫитмелле.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Кӗҫех мӑнакка ҫитмелле».

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Юнашар района, Аслӑ Пралла ҫитмелле пулать, унта темле майпа чиркӳ сыхланса юлнӑ. Пӗр кунта ҫаврӑнса килейместӗп пулӗ», — шухӑшлать салтак арӑмӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed