Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеҫҫӗ (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Сурӑх ӑҫта та пулин тарма тытӑнсан, йытӑсем ӑна хуса ҫитеҫҫӗ те, каялла ытти сурӑхсем ҫӳрекен ҫӗре хӑваласа килеҫҫӗ.

Если овца начнёт убегать, собаки её догонят и назад пригонят, где все.

Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне: вӗсен инҫе каймалла мар, вӗсем халех ҫитеҫҫӗ те, унтан тата урӑххисем лараҫҫӗ, терӗ.

Бабушка сказала, что им недалеко ехать и они скоро будут выходить, а потом другие будут приходить.

Пӑрахут ҫинче кухня пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тутӑхса ларнӑ ансӑр, рельссем шӑтӑк патне ҫитеҫҫӗ те тӗпсӗр тӗттӗм ҫӑла анса каяҫҫӗ.

Узкие ржавые рельсы у ствола обрывались в пропасть.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кӗҫех ак саламатлӑ казаксем ҫитеҫҫӗ.

Сейчас казаки приедут с плетками.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫитеҫҫӗ вӗсем тинӗс патне, чарӑнса тӑраҫҫӗ те пулӑсем мӗнле вылянине пӑхаҫҫӗ.

Пришли они, остановились и смотрят, как рыба играет.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапах, вӗсем те пирӗн пекех, темиҫе пин ҫухрӑм утса пыраҫҫӗ, вӑрҫӑ патне ҫитеҫҫӗ, вӑрҫасса та пирӗн пекех, хӑшӗ лайӑхрах та, вӑрҫаҫҫӗ.

Однако они идут так же, как и мы, «сознательные», проходят тысячи верст и дерутся так же, как и мы, или даже лучше.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Шкула вӗсем ултӑ сехетчен чылай малтан ҫитеҫҫӗ пулин те, унта ачасем нумайӑн ӗнтӗ.

Хотя в школу они приходят задолго до шести, там уже много ребят.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Часовойсем ҫав вӑхӑтра хӑйсен командирӗ патне чупса ҫитеҫҫӗ те мӗн курнине каласа параҫҫӗ, хӑйсем шӑннипе чӗтреҫҫӗ.

А часовые прибежали к своему командиру, трясутся от холода, докладывают, что они видели.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Касаҫҫӗ-касаҫҫӗ — ывӑнсах ҫитеҫҫӗ.

Пилили-пилили — устали.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӗсем хутора ҫитеҫҫӗ — унта шуррисем.

Заехали они на хутор, а там белые.

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вара тӳрех Ҫӗр ҫине, Мускава, телеграфлама пуҫлатӑп, — вӗсем пире пулӑшма килсе ҫитеҫҫӗ.

Немедленно начну телеграфировать земле, в Москву, чтобы слали нам подкрепление как можно скорее.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ юлашки кунсем ҫитеҫҫӗ.

И вот, настали последние дни.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапла вӗсем Европа хӗрринех ҫитеҫҫӗ, кунта тинех, тусен тӑрринчен, килсе ҫитме-тӗпленме ӗмӗтленнӗ ҫӗр ӗлкине кураҫҫӗ.

Так они дошли до края Европы и вот, с высоты гор, увидели очертания обетованной земли.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара каччӑсем ак, пӗрне ӑсатеа, Ҫитеҫҫӗ самант, тепӗрне ҫавӑтса.

И отроки тотчас с конём отошли, А князю другого коня подвели.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Шавланӑ хушӑра вара тапхӑрӑн-тапхӑрӑн темле ӑраснах хӑрушӑ сӑмахсем чӗре патнех пырса ҫитеҫҫӗ те, ӗмӗрлӗхех асра юлаҫҫӗ:

И сквозь шум порою доходят до сердца, навсегда укрепляясь в памяти, какие-то особенно жуткие слова:

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ӗлӗк пирӗн кампани пур вӑйӑра та пӗрле пулма тӑрӑшатчӗ, халь эпӗ Чуркӑпа Кострома яланах тӗрлӗ партисенче вылянине куратӑп, вӗсем парвуртарах та вӑйлӑрах пулас тесе, пӗр-пӗринпе пур майпа та ӑмӑртса хӑтланаҫҫӗ, час-часах куҫҫуль юхтарассипе тӳпелешесси патнех ҫитеҫҫӗ.

Раньше наша компания старалась держаться во всех играх вместе, а теперь я видел, что Чурка и Кострома играют всегда в разных партиях, всячески соперничая друг с другом в ловкости и силе, часто — до слёз и драки.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсем хӑйсен килӗсем патне йӑпшӑнса ҫитеҫҫӗ те кӗл-кӑмрӑксем патӗнче хӑрушшӑн уласа, вӗрсе йынӑшса ҫӳреҫҫӗ.

Они пробивались к своим домам и целую ночь лаяли и выли вокруг пожарищ.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Партизансен виҫшер ҫынлӑ ушкӑнӗсем ялсене ҫитеҫҫӗ те час-часах тӑшман салтакӗсемпе лӑк тулнӑ ҫуртсем тӗлне лекеҫҫӗ, вара, пӳртрен кам та пулин тухасса кӗтсе, выльӑх картисемпе витисене пытанаҫҫӗ.

Партизаны, группами по три человека, добирались до деревень, прокрадывались к крестьянским избам, где часто располагались вражеские солдаты, и, прячась в хлевах и конюшнях, ждали, пока появится кто-нибудь из хозяев.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пухӑнмалли вырӑна «ротӑсемпе» пӗрле недичевецсене, нимӗҫ винтовкисене, ҫапӑҫма кирлӗ япаласене тиенӗ грузовиксем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрлесе ҫитеҫҫӗ.

Одновременно с прибытием пополнения подкатывали к месту сбора и грузовики, набитые недичевцами, немецкими винтовками и ящиками с боеприпасами.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ротӑсем — ҫемье пек: ҫынсем пӗр-пӗрне хӑнӑхаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ӗлӗкхи пурнӑҫне, ҫитменлӗхӗсене, хӑнӑхӑвӗсене пит тӗплӗн пӗлсе ҫитеҫҫӗ, тӑванлашса пӗрлешеҫҫӗ.

Ведь рота — это та же семья: люди привыкают друг к другу, жизнь товарища, его достоинства и недостатки известны каждому до мелочей, все успевают сдружиться.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed