Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерет (тĕпĕ: ҫитер) more information about the word form can be found here.
Анне ҫут ҫанталӑк илемне витӗр курать, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерет, ҫемье вучахне упрать.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хаҫат-журнала ҫынсем патне яланах вӑхӑтра ҫитерсе парать, пенси укҫине палӑртнӑ кун валеҫет, телеграмма е саккасла ҫыру пулсан канмалли куна та пӑхса тӑмасть, ҫийӗнчех адресат патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Николай Владимирович тунӑ ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та лӑпланса лармасть, пӗр тӗллевне пурнӑҫласанах тепӗрне чӑна ҫавӑрма ӑнтӑлать, пуҫланӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерет.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

13. Ҫӗртен пулни пӗтӗмпех ҫӗре кӗрет, ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ ҫынсен ылханлӑ ӗҫӗ вилӗм патне ҫитерет.

13. Все, что из земли, возвратится в землю: так нечестивые - от проклятия в погибель.

Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ӑслӑлӑхшӑн тӗмсӗлетӗн пулсассӑн, Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑр, Ҫӳлхуҫа вара сана ӑслӑлӑх парӗ: 27. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ патне Ҫӳлхуҫаран хӑрани илсе ҫитерет, Вӑл ӗненнине, йӑваш пулнине кӑмӑллать.

26. Если желаешь премудрости, соблюдай заповеди, и Господь подаст ее тебе, 27. ибо премудрость и знание есть страх пред Господом, и благоугождение Ему - вера и кротость.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — ӑна вӗренесшӗн ӑнтӑлни, 18. вӗренме тимлени вара — юрату, юрату вара — ӑслӑлӑх саккунӗсене упрани, саккунсене уяни вара — вилӗмсӗрлӗх никӗсӗ, 19. вилӗмсӗрлӗх вара Турӑ патне ҫывӑхартать; 20. ҫавӑнпа та ӑслӑлӑхшӑн ӑнтӑлни ӗмӗрлӗх патшалӑх патне илсе ҫитерет.

17. Начало ее есть искреннейшее желание учения, 18. а забота об учении — любовь, любовь же — хранение законов ее, а наблюдение законов — залог бессмертия, 19. а бессмертие приближает к Богу; 20. поэтому желание премудрости возводит к царству.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур; 14. пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.

13. Выслушаем сущность всего: бойся Бога и заповеди Его соблюдай, потому что в этом все для человека; 14. ибо всякое дело Бог приведет на суд, и все тайное, хорошо ли оно, или худо.

Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫутӑлман-ха — ӗнтӗ ура ҫинче вӑл, кил-йышӗ валли апат хатӗрлет, пурне те ҫитерет, хӗрарӑм тарҫӑсене ӗҫ парса тухать.

15. Она встает еще ночью и раздает пищу в доме своем и урочное служанкам своим.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ырӑ кӑмӑлпа паракана Турӑ юратать, ун ӗҫӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерет.]

[Человека, доброхотно дающего, любит Бог, и недостаток дел его восполнит.]

Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ӑслисем пӗлӳ упраҫҫӗ, ӑссӑррине чӗлхи-ҫӑварӗ инкек патне ҫитерет.

14. Мудрые сберегают знание, но уста глупого - близкая погибель.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ; 19. ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть.

18. Дом ее ведет к смерти, и стези ее - к мертвецам; 19. никто из вошедших к ней не возвращается и не вступает на путь жизни.

Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӑл Хӑйӗнчен хӑракансенӗн ӗмӗтне ҫитерет, вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене.

19. Желание боящихся Его Он исполняет, вопль их слышит и спасает их.

Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Хумсем чарӑннӑшӑн вӗсем хӗпӗртеҫҫӗ, Вӑл вӗсене хӑйсем ҫитес тенӗ ҫӗре илсе ҫитерет.

30. И веселятся, что они утихли, и Он приводит их к желаемой пристани.

Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; 4. пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать; 5. ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.

3. Он прощает все беззакония твои, исцеляет все недуги твои; 4. избавляет от могилы жизнь твою, венчает тебя милостью и щедротами; 5. насыщает благами желание твое: обновляется, подобно орлу, юность твоя.

Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эсӗ Ҫӳлхуҫа хушнине итлемерӗн, Амалика Унӑн хаяр ҫиллине кӑтартмарӑн, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫавна хӑвӑн ҫине ҫитерет.

18. Так как ты не послушал гласа Господня и не выполнил ярости гнева Его на Амалика, то Господь и делает это над тобою ныне.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӗлхе Киева ҫитерет пулсан, ӗҫченлӗх тӗнче тытса тӑрать темелле.

Help to translate

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вунтӑххӑрти Николай куҫ тулли ывӑлне ҫитерет, ӗҫтерет, ҫывӑрма вырттарать.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed