Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таракан мӗскӗн ҫын, эпӗ унӑн икӗ тӑшманне те вӗлертӗм пулин те (вӑл ҫакна хӑй те курчӗ), пӑшал ҫулӑмӗпе сассинчен тем пекех хытӑ хӑрарӗ, утайми пулчӗ, вӑл вырӑнтан тапранма хал ҫитереймесӗр юпа пек хытрӗ, ним тума пӗлмесӗр: тармалла-и е ку ҫынпа пӗрле пулмалла-и, тесе шухӑшларӗ пулас; май пулсан, вӑл манран та тарнӑ пулӗччӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Егорушка пӗремӗкне кӗсйине чикрӗ те, хуҫисем хӑнӑхнӑ ҫак йӳҫенкӗ те пӑнтӑх сывлӑшпа урӑх сывлама вӑй ҫитереймесӗр, алӑк патнелле кутӑн чакрӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ:Но старик, блаженно улыбаясь и будучи не в силах побороть ораторский зуд, горячо продолжал:
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар Щукарь мучипе кӑмӑллӑн калаҫса уйрӑласшӑнччӗ, мӗншӗн ӑна партие илме май ҫукки ҫинчен йӗркеллӗн ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах та Щукарӗ ҫапла калаҫма пуҫласан, чӑтӑмне ҫитереймесӗр тӳрех лаплаттарса хучӗ:
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дымок, кӗлет ҫывӑхне пыма хӑюллӑх ҫитереймесӗр, тем шухӑшласа тӑрать.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малтан вӑл аллисене вӑйпах ҫурӑм хыҫне хире-хирӗҫ тытса пӗтӗм вӑйран чӑмӑртать, пуҫне сӗнксе пӑхса тӑрать, унтан унӑн чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, кӗҫех вӗсем тытса чарма ҫук сиксе чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вара Дымок, вӗтелентерсе тӑракан туртӑмне пусарма вӑй ҫитереймесӗр, ҫапӑҫӑва кӗрсе каять.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫав хамӑн тӑлӑпшӑнах-и?! — тӳсӗмне ҫитереймесӗр вӗчӗрхенсе кайрӗ Лапшинов.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах вӑл, вӑй ҫитереймесӗр, тӑтӑшах ун урисем умне выртрӗ, аллине чӗри тӗлне тытса, вӑл мӗнле тапнине итлерӗ, Ольга ҫинчен куҫ илмесӗр, тӗлӗнсе, хавхаланса пӑхрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов, чӑнах та, ун ҫине куҫӗсемпе мар, куҫ пӑвакан пек, шухӑшӗпе, пӗтӗм кӑмӑлӗпе пӑхрӗ, анчах ирӗксӗр, пӑхмасӑр тӑма вӑй ҫитереймесӗр пӑхрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
20. Чухӑнни, ҫакӑн пек парне кӳме вӑй ҫитереймесӗр, ҫӗрмен йывӑҫ суйласа илет, тӗреклӗ тӑракан йӗрӗх тутарасшӑн ӑста ӳнерҫӗне шыраса тупать.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 6. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе сан ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 7. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ; халӗ пӑхатӑп та — сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан: ӑслӑлӑхупа пуянлӑху санӑн эпӗ илтнинчен пысӑкрах-мӗн.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид хӑй тата тӑватҫӗр ҫын малалла йӗрлесе кайнӑ; икҫӗр ҫынни, Восор юхӑм шывӗ урлӑ каҫма вӑй ҫитереймесӗр, унтах юлнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.