Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фома пуҫне ҫӗклесе, тӗлӗнсе пӑхнӑ, унтан: — Нимӗн те ӑнланаймастӑп — мӗн, мӗскер вӑл? Любовь та ҫакнах калать… — тесе, ӗненсе ҫитереймесӗр, каласа хунӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайӑкӗ хӑрах айӑкки ҫинче ҫӑварне карса выртать, вӑл хӑй те унран темиҫе утӑмра ҫеҫ, ун патне упаленсе ҫитме хал ҫитереймесӗр, аякки ҫинче выртать.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пуҫӗ тӑрне халь-халь темиҫе пӑтлӑ темӗскер йӑтӑнса анасса кӗтнӗн, пӗтсе; хулпуҫҫийӗсене пусӑрӑнтарса, хӗре питӗнчен пӑхма хал ҫитереймесӗр шӑппӑн сас пачӗ Никандр: — Кала… Калах, эппин, калассӑвах килсен, — терӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чертежсем тумалли ӗҫ хуҫан нумайччӗ; ҫавна шӑлнӗне иккӗш туса ҫитереймесӗр, вӑл помощника ман аҫа ҫурине чӗнчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хуралҫӑсем тӳсме хал ҫитереймесӗр персе ярасран ҫеҫ хӑрарӗ.Павле боялся только одного — что часовые не выдержат и откроют огонь.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малти пӳлӗмпе коридор алӑкӗсенчен курӑнакан пуҫсем ҫине пӑхса илсен, тытӑнса тӑма урӑх вӑй ҫитереймесӗр, эпӗ йӑлтӑртатакан ылтӑн тӳмеллӗ хамӑн сюртукӑмпа зал урлӑ тӗпӗртеттерсех чупса кайрӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӗлӗнетӗп, мӗнле-ха ку… — чарӑнса тӑчӗ вӑл, эскимоссене ҫынсем теме хевте ҫитереймесӗр, — мӗнле-ха ку чӗрчунсем тӳрӗ утса ҫӳреҫҫӗ, тӑват уран упаленсе ҫӳремелле вӗсен.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой мӗн пулса иртнине ӑнланса илме хал ҫитереймесӗр ҫак капланса тулнӑ пӑрсем ҫинелле хытӑ хӑранипе алчӑраса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхать.Чочой с ужасом смотрел на все это, не в силах понять что происходит.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасем, ним тума пӗлмесӗр, хӑюлӑх ҫитереймесӗр манран пӗр виҫӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗҫ те, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса, пӗрне-пӗри малалла тӗртсе, ман ҫине пӑхаҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Вилтӗр эппин вӑл кунтах! — тет Мэнгылю юлашкинчен, тек чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр.
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Утать ӑш вӗҫнӗ этем, ӑшри тӑвӑлне нимле путлантарма хӑват ҫитереймесӗр кӑран та хӑвӑрттӑн утать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара вӑл кунта урӑх тӑма вӑй ҫитереймесӗр ҫаврӑнчӗ те, хуйхӑпа пӗкӗрӗлсе, пӳрт еннелле утса кайрӗ.И не в силах больше тут быть, он повернулся и зашагал к дому, сгорбившись от горя.
Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Санӑн вара, Солнцев, вырӑна илсе ҫитереймесӗр пӑрахса хӑварнӑ трубасем миҫе?
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӗр ҫутӑлтарса янипе тата эрехе пула ҫамрӑк юн вӗреме кӗнипе тарӑхӑвӗ-вӗчӗлетӗвӗ капланса килнӗ Виталий, таракан Динӑна яп ярса тытам тесе алкумне вирхӗнсе тухнӑскер, астуса ҫитереймесӗр, тӗттӗмре кӳнч пырса тӑрӑнать те пуҫӗпе алӑк тӑпсине — лӳчлетет.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мария Александровна, сӑмах чӗнме хал ҫитереймесӗр, пуҫне сӗлтсе илчӗ.Мария Александровна молча кивнула головой, не в силах ответить.
Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Тарар мар-и, атте? — пӑшӑлтатрӗ Саша, конвоир ҫине сиксе ларма хӑюлӑх ҫитереймесӗр: хӑйсем ҫине тӗлленӗ автомат хӑратса тӑчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тӗлӗнсе кайнӑ совет морякӗсем палуба ҫине пухӑннӑ та ҫыран ҫине пӗр шарламасӑр, тӗксӗммӗн, хӑйсем ҫӑлӑннишӗн те савӑнма хӑват ҫитереймесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Кунта ӗнтӗ, ҫав кӗввӗн чӗрене кӑшласа ыраттарнине хирӗҫ кӗрешме хал ҫитереймесӗр Петрӑн сӑн-пичӗ тискерленнӗ самант та, ҫавна пулах фортепиано патӗнчен тӑрса тарни те, мӗн ӗлӗкхи йӑлтах янӑраса тӑрать.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ваҫҫук, хытӑ чупнипе сывлӑш ҫитереймесӗр, аллисене сулласа пычӗ, тем каласа кӑшкӑрчӗ, анчах унӑн сасси вӗсене илтӗнмерӗ.Задыхаясь от бега, Васек размахивал руками и что-то кричал, но голоса его не было слышно.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тарӑн кӳлӗ хӗрачана хӑратса пӑрахнӑ, ҫавӑнпа вӑл, хӑюлӑх ҫитереймесӗр, ҫыран хӗрринче сарнӑ хӑма ҫинче тӑнӑ.Глубокое озеро испугало девочку, и она, оробев, стояла на подмостках.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.