Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аптрамасть пуль терӗм, анчах сана ҫитеймест, Володя, ҫук, ҫитеймест, — арҫынна ыталаса илчӗ Ира.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Анчах Укаслу сасси леш ҫырана ҫитеймест, таҫта кайса ҫухалать.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Вырӑс турри тавӑрма пӗлмест, вӑл пӗччен, ун ҫилли кашни ҫыннах ҫитеймест.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шурика ҫеҫ ҫитеймест пуль вӑл.
Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Унччен те пӗр-ик йывӑҫ ҫапла майпа «шаккит парса» илнӗччӗ-ха Пуриса, ҫамкине «ҫиҫӗм ҫунтарнӑ шӗшкӗ мӑйӑрӗ» пек шишка мӑккӑрттарса хӑварнӑччӗ, ку вара ниепле те юнавран сыхланса ӑса кӗрсе ҫитеймест.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑйӗн рольне те халлӗхе вӑл тӗплӗн ӑнлансах ҫитеймест.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах шӑпӑр калама сывлӑш ҫитеймест ман.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ҫӗр улми вӑрлӑхлӑх ҫитеймест пулӗ тетӗп.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чаплӑччӗ ӗнтӗ, савӑкчӗ, ҫапах пӗлтӗрхине ҫитеймест, яхӑнне те пыраймасть.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Нумай чух киввине ҫитеймест пуль ҫӗнни!
Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.
Эпир сана каҫчен ҫитеймест пуль терӗмӗр.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ҫук, ҫитеймест.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан сунара ҫӳреме юратать, анчах ӑсталӑхпа ашшӗне ҫитеймест.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак упӑшки кӗтмен ҫӗртен вилсе кайрӗ те, Сююнбике ниепле те тӑна кӗрсе ҫитеймест.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юрка ҫитеймест ӗнтӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Э, ку сӑмаха шухӑшламасӑр персе ятӑм, тӑхтамаллаччӗ кӑштах: куна пӗлнӗ ҫӗртех йӑнӑш каласа хутӑм, шел, ҫаплах чӑвашла вӗренсе ҫитеймест тейӗ: ку ҫын мана темшӗн шеллет-ҫке — хӑйне тӑрантаймӗ тет-ши?
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алла тӑсас — алӑ ҫитеймест.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мансур упаленме те вӗренсе ҫитеймест, инкек йӑтӑнса анать.Едва Мансур научился ползать, как на молодую чету свалилась беда.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Паян — вырӑс эрни кунӗ, ӗҫлеме юрамасть, чӑвашсем ҫапах та ӗҫе тухнӑ, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ ҫавнашкал: халӗ пӗр кун юлнине кайран ҫӗр кун хӑваласа ҫитеймест.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑй куллен-кунах ҫитӗнсе улшӑнса пынине Савтепи хӑй те хӑнӑхса ҫитеймест пулас-ха, кӗпи айӗнчен чӑп-чӑмӑррӑн палӑрса тӑракан ҫӳллӗ кӑкӑрне вӑтанса шурӑ аллипе хупланӑ пек тунӑ.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.