Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ те пырӑттӑм, утса ҫитеймесрен хӑратӑп.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хыпаланса, вӑрӑммӑн яра-яра пусса утать, ӑна канӑҫсӑрлӑх тӳсӗмсӗррӗн тӑрмалать, вӑл кая юласран, ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ темӗскер патне вӑхӑтра ҫитеймесрен хӑрать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӑйсем тул ҫутӑличчен ҫитеймесрен шикленсе, Павӑл хӑй умӗнче пыракан партизансене пӗр хӗрхенмесӗр васкатать, лешсем вара ун сӑмахне малта пыракансене пӗлтереҫҫӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эпӗ киле ҫитеймесрен шикленетӗр пулас эсир? — терӗ Джемма ура ҫине тӑрса тата плащне тӑхӑнса.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫуталиччен Васильковск варне ҫитеймесрен хӑраса, Семняков Лидӑна лаша тупма ыйтнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсем, пирӗн патӑрта тытӑнса тӑрсан, тул ҫутӑличчен вӑрмана ҫитеймесрен хӑраҫҫӗ.Они опасались, что до рассвета не успеют снова пройти открытую местность.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Эпӗ хамӑр ҫитеймесрен хӑратӑп.
4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Арӑм епле ултавлӑ лӑпкӑлӑхпа ларнине те куртӑм эпӗ, анчах чӑннипе вӑл лӑпкӑ марччӗ, хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫитеймесрен шикленетчӗ.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1