Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫлемесӗрех ҫисессӗн питӗ намӑс.Я не знал, что так стыдно, если обедать бежишь скорее, а сам не работаешь.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫавна илтсен ҫынсем пушшех савӑнса карӗҫ, салтака пӳрнесемпе чышма, кӗпинчен, саппунтан туртма, унпала качака такипе вылянӑ пек выляма тапратрӗҫ, ҫапла ӑна кӑнтӑрлахи апатчен аптӑратрӗҫ, апат ҫисессӗн, тахӑшӗ йывӑҫ кашӑк аври ҫине сӗткенне пӑрса илнӗ лимон татӑкки тӑхӑнтартса лартнӑ та ӑна салтак ҫурмӗ хыҫне саппун кантрисенчен ҫыхса янӑ: салтакӗ утать кашӑкӗ ун хыҫӗнче ҫапкаланса пырать, пурте ахӑлтатаҫҫӗ, а вӑл мӗнтен кулнине пӗлмесӗр, тытӑннӑ шӑши ҫури пек кускаласа ҫӳрет.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Апат ҫисессӗн ӗҫ тупатӑп-ха эпӗ вӗсем валли.
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӗсем кӑвайт чӗртсе ячӗҫ те тутлӑ яшка пӗҫерсе ҫирӗҫ, апат ҫисессӗн сулхӑна, ҫемҫе курӑк ҫине ҫывӑрма кӗрсе выртрӗҫ.Развели костер, сварили похлебку, вкусно позавтракали и улеглись на мягкой траве, в холодке.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ман, тӑванӑм, ҫисессӗн — ҫыврасах пулать.
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чей ӗҫсе апат ҫисессӗн, Корней тӳрех таса пӳлӗме кӗрсе кайрӗ (унта вӑл Мархвапа тата хӗрачипе пӗрле ҫывӑрнӑ).После чая и ужина Корней тотчас же ушел в горницу, где спал с Марфой и маленькой дочкой.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Анчах, ӑна ҫисессӗн, вӗсен хырӑмӗсем тата хытӑрах выҫнӑ пек туйӑнса кайнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
58. Ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр ҫавӑ ӗнтӗ; аҫӑрсем ҫинӗ манна пек мар вӑл, вӗсем ӑна ҫисессӗн те вилнӗ; ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывӑхартмасть: ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хушӑнмасть; ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ; 34. ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан каялла улӑхса ҫӑкӑр хуҫса ҫисессӗн, тата чылаях калаҫрӗ, мӗн тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, вара тухса кайрӗ.11. Взойдя же и преломив хлеб и вкусив, беседовал довольно, даже до рассвета, и потом вышел.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ; 19. апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33. ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34. иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫеллӗ ӗҫсе ҫисессӗн, ыйхӑ та канлӗ пулать: ирех тӑрать вӑл, чунӗ те хаваслӑ; 23. ҫисе тӑрана пӗлми ҫын ыйхӑсӑр асапланать, вар чирӗпе, ӑшӗ чиксе ыратнипе хӗн курать.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.11. Сладок сон трудящегося, мало ли, много ли он съест; но пресыщение богатого не дает ему уснуть.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн, ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр: 6. ӑна парне кӳнӗ кунпа тепӗр кунне ҫимелле, виҫҫӗмӗш куна юлнине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 7. кам та пулсан ӑна виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку ирсӗр ӗҫ, ку юрӑхлӑ пулас ҫук; 8. ӑна ҫиекенӗ хӑй ҫине ҫылӑх илӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ, ҫак чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр; 25. кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 26. хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр; 27. кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав аш мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫиме юрамасть, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; таса аша вара кирек мӗнле таса ҫын та ҫиме пултарать; 20. пӗр-пӗр ҫын хӑй таса мар чухнех Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, 21. е пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин таса мар япала ҫумне, этем тасамарлӑхӗ ҫумне е таса мар выльӑх ҫумне, е мӗнле те пулин таса мар ҫӗлен-калта ҫумне сӗртӗннӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана кӳнӗ канӑҫлӑх парнийӗн ашне ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать, 17. виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 18. канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1